Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкрӗҫ (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1934 ҫулта вара ман пата фашистсем пырса кӗчӗҫ те скульптурӑна аркатса тӑкрӗҫ, хама тӗрмене хупса хучӗҫ, унтан концлагере ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Совет халӑхӗсем, вӑйне, пурлӑхне хӗрхенмесӗр, миллионшар ҫынсен пурнӑҫне парса, этемлӗх тӑшманне — фашизма аркатса тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Асӑну иртсе кайсан хӗрарӑмсем ӗҫме-ҫимене хапха хыҫне тухса тӑкрӗҫ, вӑрҫӑра вилнисен ячӗсене асӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Меньшевиксем, троцкистсем, буржуаллӑ националистсемпе ленинизмӑн ытти тӑшманӗсем рабочисемпе хресченсем культурӑ тӗлӗшӗнчен юлса пыни, пролетариат, хӑйӗн нумай вӗреннӗ кадрсем ҫук пирки, ҫӗнӗ культурӑ тума пултарайманни ҫинчен тем те пӗр сӳпӗлтетнӗ, анчах ленинла теори тата пирӗн ҫӗршыври культурӑллӑ революци туни ҫак киревсӗр «теорисене» тӗпӗ-йӗрӗпех аркатса тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Автобус чарӑннӑ тӗле пырса, ним сӑлтавсӑрах пӗр ҫынна ҫӗҫӗпе чиксе амантса пӗтерчӗҫ, эпӗ ун хутне кӗме тӑрсан, хама хӗнесе тӑкрӗҫ

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ӑна ыттисем кӑшкӑрса тӑкрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр ҫын юлми касса тӑкрӗҫ вӗсем ҫавӑн чухне драгунсене.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусан патӗнче те пире ҫавӑн пиркиех ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нумай парне: хаклӑ чул, Ылтӑн-кӗмӗл — паха мул, Тӗртсе тунӑ кӗҫҫесем, Мерченсемпе ахахсем, — Архимантрит аркине Тӑкрӗҫ ҫитсе парнене; Воевотӑ патне те Ҫитерчӗҫӗ темӗн те.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кунпа ҫитмерӗ-ха, пӗтӗм нейтральнӑй тӑрӑха мина тӑкрӗҫ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Ун ҫине витре хыҫҫӑн витре шыв тӑкрӗҫ, тӑна кӗртрӗҫ, унтан каллех Ваня юлташ пирки малтанхи ыйтӑва ыйтрӗҫ.

Одно ведро воды за другим опрокидывали на него, приводили в чувство, после чего задавали всё тот же вопрос о товарище Ване.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Курмастӑн-им: ҫук вӗт ман чаплӑ чубчикӑм, хырса тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Волонтер калаҫать… хӗрлӗ ҫӗлӗк, ҫуллӑ пуҫ, — терӗ тахӑшӗ, кӑтӑклӑ чӗлхелли, анчах ӑна ҫавӑнтах хӑтӑрса тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑван амӑшӗ патне каялла кайма шутласан: — Эсӗ суд хучӗ ҫине алӑ пусса панӑ, кам ярать, хупаҫҫӗ сана суда суйнӑшӑн, — тесе хӑратса тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Камӑн-тӑр умне хӑйӑр килсе тӑкрӗҫ пулсан, ун патне выляма каятӑн, мӗншӗн тесен тин ҫеҫ илсе килнӗ хӑйӑр нӳрлӗ те ҫемҫе, вӑл пӗлтӗрхи купа пек хытса каймасть, ун ҫинче бульдозерсемпе тӗрлӗ ҫул туса пулать.

Куҫарса пулӑш

Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229

Макҫӑм хӳшши умӗнче чарӑнса, кирпетри пулӑсене курӑк ҫине силлесе тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чечекпи тантӑшӗсем кӗтмен ҫӗртен саппун тулли канфет-пӗремӗк килсе тӑкрӗҫ, Нургалие пӗр кунтӑк хурӑн ҫырли тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлхавҫӑсем вырӑссен пысӑк киммисем ҫине кӗрсе кайрӗҫ, унти хурала пӗтерсе тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Стрелецсем ял пӗр вӗҫӗнче пӑлхавҫӑсен тӗреклетнӗ вырӑнне те ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воеводӑна хураллакан казаксене пӗр ҫын юлми вакласа тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех