Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкмалли (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Округ центрне тата ялсене ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес, ҫӳп-ҫап тӑкмалли вырӑнсене йӗркене кӗртес енӗпе малалла ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Юлашкинчен вӗсем ҫӳпҫап тӑкмалли, ӑпӑр-тапӑр, хура-мара пухмалли кӗмӗркке, урлӑшӗ-тӑршшӗ пӗр хӑлаҫ тимӗр ещӗк патне ҫитсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Укҫа тӑкмалли Янтулӑн унсӑр та нумай.

А у Яндула и без этого прорех немало.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хуларан пӗр ҫухрӑм та ҫук — кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчи лаптӑкра ҫӳп-ҫап тӑкмалли вырӑн йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юртан пулнӑ шыва канализацине юхтарса ярӗҫ, ҫӳп-ҫапа вара каяш тӑкмалли вырӑна кайса тӑкӗҫ.

Снег, превратившись в воду, будет направляться в канализацию, а мусор отправится на свалку.

Шупашкара юр ирӗлтерекен станцие кӳрсе килнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30749.html

Вӑл пӗр минӑпах кӗпере те, пӑравуспа вагонсене те пӗтерсе тӑкмалли меслет шухӑшласа тупнӑ.

Он придумал, как одной миной уничтожить и мост и паровоз с вагонами.

Ашшӗпе хӗрӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫуртсем хыҫӗнче, хӑмаран ҫапса тунӑ тула тухмалли вырӑнсем тата ҫӳп-ҫап тӑкмалли шӑтӑксем хыҫӗнче тирпейлӗ йӑрансем выртнӑ, вӗсем ҫинче ҫӗрулми, сухан, купӑста тата хаяр ӳснӗ.

И за домами, за дощатыми уборными и помойными ямами на аккуратных грядках жители посадили картофель, лук, капусту и огурцы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Пӗтӗм ӑпӑр-тапӑра ҫӳп-ҫап тӑкмалли вырӑна кӑларса пӑрахӗччӗ те вара вӑл, ҫуллӑ сӑрсемпе сӑрланӑ, тӗрлӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ сӗтел-пукан туяннӑ пулӗччӗ.

Он бы вывез всю рухлядь на свалку, а вместо нее купил мебель яркую, покрашенную масляной краской и с картинками.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Чухӑнсем асап тӳснӗ чухне эпӗ чухӑнччӗ, халӗ помещиксем куҫҫуль тӑкмалли вӑхӑт ҫитсен, эпӗ помещик пулса тӑтӑм.

Когда бедняки терпели горе, я бедняком был, теперь, когда пришло время лить слезы помещикам, я помещиком стал.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Краснодонри мӗнпур нимӗҫсене тата нимӗҫсене сутӑннӑ ҫынсене ҫавӑрса илсе пӗтерсе тӑкмалли план туса хатӗрленӗ штаб.

Штаб терпеливо разрабатывал дерзкий план захвата и уничтожения в Краснодоне всех оккупантов и предателей.

Пурте — пӗриншӗн, пӗри — пуриншӗн те // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Виҫҫӗшӗнчен пӗри ман патӑма пурпӗрех ҫитме пултарӗ, Красс пире уйрӑмшарӑн ҫӗмӗрсе тӑкмалли майпа усӑ курма шутламанни, ман шухӑшпа, ырӑ япалана пӗлтермест.

Из трех во всяком случае один доберется ко мне, мне кажется, что это нежелание Красса использовать благоприятный случай разбить нас порознь является дурным предзнаменованьем для нас.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тимӗр тӑпри тӑкмалли чӳрече витӗр эпир кӑмака ӑшне кӗтӗмӗр те хытса ларнӑ ҫирӗп металл ҫинче ташлакаласа илтӗмӗр.

Сквозь завалочное окно мы пролезли внутрь печи и потанцевали на остывшем, твердом металле.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пӗр-икӗ гектар ҫине тӑкмалли имҫама хаплаттарнӑ вара.

Этак гектарчика два удобрений и хапанул.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Ӗлӗк унта ҫӳп-ҫап тӑкмалли вырӑнччӗ.

Раньше там были мусорные свалки.

Пин те тӑхарҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулхи кӗр кунӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

— Шыв ӑсса тӑкмалли

 — Воду вычерпывать…

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Большевизма пӗтерсе тӑкмалли хӑйсен планӗсене пӑрахман Англипе Америка захватчикӗсен ирӗксӗрех хӑйсен тактикине улӑштармалла пулнӑ.

Англо-американским захватчикам, не отказавшимся от своих планов уничтожения большевизма, волей-неволей пришлось менять тактику.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Линдлей тата чӑнласах ҫакна ӗненсе пурӑнать: Британи вӑл — тӗнче варри, американецсем вӗсем — мӗнпур ҫӗршывсен каяшӗсем; вӗсен материкӗ вара — лайӑх вӗрентсе воспитани панӑ авалхи Европӑн мӑшкӑлтӑк шывне тӑкмалли вырӑн ҫеҫ.

Очевидная убежденность Линдлея в том, что Британия — соль земли, что американцы — отбросы всех стран, а их материк — не более чем помойка старой, благовоспитанной Европы.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акӑлчансемпе французсен ҫар миссийӗсен представителӗсемпе пӗрле вӗсем Мускав ҫине походпа каймалли, большевизма пӗтӗм Россия территорийӗпе пӗтерсе тӑкмалли анлӑ плансене хатӗрлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ.

Совместно с представителями английской и французской военных миссий уже разрабатывались широкие планы похода на Москву, ликвидации большевизма на всей территории России.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак тӗлелле Григорий куҫӗнче хӗрлисене аркатса тӑкмалли план йӗркеленсе ҫитрӗ.

К этому времени у Григория созрел план разгрома красных.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ыран санран суйлав бюллетенне туртса илеҫҫӗ пулсан, сан аллуна хӗҫ-пӑшал е тата машина техникин юлашки ҫитӗнӗвӗсем тӑрӑх тунӑ хӑвӑрт перекен тупӑ тыттараҫҫӗ пулсан, — ил эсӗ ҫав вилӗмпе аркату хатӗрне, вӑрҫӑран хӑракан ҫемҫешке те нӑйкӑш ҫынсем йӗрмӗшсе хӳхленине ан итле; тӗнчере рабочи класа ирӗке кӑларас ӗҫшӗн вутпа та хурҫӑпа пӗтерсе тӑкмалли халлӗхе питӗ нумай юлнӑ-ха.

Завтра у тебя отняли избирательный бюллетень, тебе дали в руки ружье и великолепную, по последнему слову машинной техники оборудованную скорострельную пушку, — бери эти орудия смерти и разрушения, не слушай сентиментальных нытиков, боящихся войны; на свете еще слишком много осталось такого, что должно быть уничтожено огнем и железом для освобождения рабочего класса.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех