Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкмалла (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Днепр шывне пайӑн-пайӑн йывӑҫ хӳмесемпе пӳлсе илсе, шывне уҫла-уҫла кӑларса тӑкмалла пулнӑ: ҫавӑн пек хӳмесем ӑшӗнче вара рабочисен яланах шикленсе ӗҫлемелле пулнӑ: шавласа юхакан шыв, хӳмесем ӑшне кӗрсе кайса, пӗтӗм ӗҫе тата ӗҫлекенсене хӑйсене те пӗр самантрах пӗтерсе хума пултарнӑ.

Приходилось отгораживать по частям реку деревянными перемычками (загородками), выкачивать из них воду и работать в таких перемычках под постоянной угрозой, что бушующие потоки воды ворвутся внутрь и уничтожат и всю работу и самих работающих.

Днепр ҫинчи электричество станцийӗ (Днепрогэс) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Санӑн пурне те пӗтерсе тӑкмалла, ҫапмалла, хӗнемелле.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пур пахипе кӑна пурӑнаканскерсен, пӗрре шутласан, юмахри качака евӗр, хыҫран ылтӑн кӑна тӑкмалла пек…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Е уйӑхӗ-уйӑхӗпе ҫумӑр пӗрчи кӑтартмасӑр ҫӗре типӗтсе, ӳсен-тӑрана ӗнтсе ямалла сан, е тӗнчене шыв айне тӑвас тенӗ пек ҫумӑр тӑкмалла та тӑкмалла.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫапах та, «туйрӑм, чухларӑм» тесе, мӗншӗн-ха унӑн хӑйӗн пӗтӗм ӗҫӗ ҫине хӗрес хумалла, хӑйне ку териех тиркесе тӑкмалла?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Мӗнпур хаклӑ пурлӑха, вӑл шутрах тӗслӗ металлсене, тырпула тата горючине, вӗсене турттарса тухма май пулмасан, пӗр сӑмахсӑрах пӗтерсе тӑкмалла.

Все ценное имущество, в том числе цветные металлы, хлеб и горючее, которое не может быть вывезено, должно безусловно уничтожаться.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

— Эпир, ачамккӑ, Европа хӳрешкисем кӑна-ха, ӑна хӑваласа ҫитме чылай тар тӑкмалла.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсене епле пулсан та тытса чармалла, ҫӗмӗрсе тӑкмалла.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ӑна ҫӗмӗрсе тӑкмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Килӗшмесӗр кунпала, Мӗншӗн юна тӑкмалла?..»

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каҫакансене пӗтерсе тӑкмалла.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

— Шыв тухса тӑкмалла чухне сан ялан пилӗкӳ ыратать, Шупашкара каймалла тесен — хур аҫи пек каҫрӑлатӑн, юри тӑватӑн эсӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

— Мамич-Бердея маларах аркатса тӑкмалла пулнӑ!

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр тесен те вӑрҫса тӑкмалла халь ҫамрӑксене, те мухтамалла: никама та ҫыхма памарӗҫ-ҫке вӗсем.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чалӑм крепоҫне аркатса тӑкмалла, ун ҫывӑхне урӑх хула тумалла, вырӑс хули…

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Аркатса тӑкмалла ҫав агарянсен патшалӑхне! — кӑшкӑрчӗҫ боярсемпе воеводӑсем, думнӑй ҫынсемпе тӗрлӗ советниксем.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун хыҫҫӑн ӗнтӗ халӗ ыттисен те тӑкмалла.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кашни килограмм тырӑшӑн, аш-какайшӑн тата ыттишӗн те тар тӑкмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Ним юлмиччен пӗтерсе тӑкмалла! — килӗшрӗ Емельянов.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Салтаксене чӗнтермелле-ши с ҫуртне ҫӗмӗрсе тӑкмалла? — кӑшкӑрчӗ Катрамов, Кутемерти Артур пирки ыйтса.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех