Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкас (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр айӑпшӑнах ҫынна пӗтерсе тӑкас йӑла ҫук пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Унӑн ӑна ҫурса тӑкас, лутӑркаса пӑрахас, урӑх нихҫан та курмалла мар тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫумкурӑксен атакине пӗтерсе тӑкас пулать.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн упӑшкине халӗ темтепӗр каласа тӑкас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Темӗнле ҫав тери кирлӗ ӗҫ алӑ пымасӑр юлнӑ пек, ҫав ӗҫ Укахви пуҫӗ ҫинчех тӑнӑ пек, ҫакӑншӑн ӑна такам вӑрҫса тӑкас пек хатарлӑ шик ҫӗкленчӗ чӗрере.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ку ҫырӑва хаҫатра пичетлес, очерка пӗтӗм халӑх умӗнче тиркесе тӑкас кӑмӑл пачах та ҫук пирӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑна хаҫатра пичетлес, очерка пӗтӗм халӑх умӗнче тиркесе тӑкас кӑмӑл пачах та ҫук пирӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӑшман тытса илнӗ районсенче тӑшманшӑн тата ӑна пулӑшакансемшӗн пуриншӗн те тӳсме ҫук условисем туса хурас пулать, вӗсене кашни утӑмрах йӗрлес тата пӗтерсе тӑкас пулать, вӗсен мӗнпур мероприятийӗсене аркатса ярас пулать.

В захваченных районах создавать невыносимые условия для врага и всех его пособников, преследовать и уничтожать их на каждом шагу, срывать все их мероприятия.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Пирӗн хамӑрӑн пӗтӗм ӗҫе халех вӑрҫӑ вӑхӑтне тивӗҫлӗ пек урӑхлатса ҫӗнетес пулать, пурне те фронт интересӗсене тата тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкас задачӑсене пӑхӑнтармалла.

Мы должны немедленно перестроить всю нашу работу на военный лад, все подчинив интересам фронта и задачам организации разгрома врага.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Кайран ҫав тискер драгунсен тепӗр пайне те шыраса тупса ҫӗмӗрсе тӑкас тенӗччӗ, анчах вӑл Чархула еннелле тухса кайнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав кунхине Укапи ҫак юмӑҫ карчӑкне хӑй аллипе ҫурса тӑкас патнех ҫитнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирукӑн ҫак самантра пурне те автоматран шӑлса тӑкас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл, ватӑ старик ҫине кӗҫ-вӗҫ сиксе ӳксе, ӑна татӑкӑн-татӑкӑн ҫурса вакласа тӑкас пек туйӑнчӗ.

Он, казалось, готов был броситься на старика, разорвать его на куски.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Часрах аркатса тӑкас ҫав Сӗве хулине! — хӑйсем васкатрӗҫ тӗкӗрҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Татах юн тӑкас тетни?

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Туринке ӗҫпе чупса килнине пӗлчӗ-ха мӑрса, ҫавах вӑл ҫук чух тӳре-шара патне ҫӳренӗшӗн хыттӑн вӑрҫса тӑкас килчӗ ӑна, ялта, таврара кам хуҫа пулнине тепӗр хут кӑтартса парас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, ыррӑн сӗннине кура ханпа сеид тата паллӑрах княҫсем ҫапӑҫассипе ҫапӑҫас марри ҫинчен шухӑшласа пӑхӗҫ, тен, юн тӑкас мар тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калас пеккине йӑлтах Сююнбикене каласа тӑкас.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре пӳртне-ҫуртне пӑрахса та каяс килет, тепре Тимук арӑмне кайса паянах чӑрмаласа тӑкас килет.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Часрах ӗне суса тӑкас пулать.

— Корову надо скорей подоить.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех