Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвӑрччӗ (тĕпĕ: тӑвӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑвӑрччӗ унта.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Вӑл вӑхӑтра лавккасем пӗчӗккӗччӗ, вак таварсем нумайччӗ, ҫавӑнпа вӗсенче тӑвӑрччӗ», — аса илет халӗ суту-илӳ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Королева Маргон пӳлӗмӗсенче те тӑвӑрччӗ, анчах унта илемлӗччӗ.

В комнатах Королевы Марго было тоже тесно, но зато — красиво.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫемҫе те хитре сӗтел-пукан нумай ларнӑран пӳлӗмӗнче, кайӑк йӑвинчи пек, тӑвӑрччӗ, чӳречисене чечексен ҫӑра симӗс ҫулҫисем картласа ишнӗ, тӗттӗмрех ҫӗрте кӑмакан юр пек шурӑ изразцисем йӑлтӑртататчӗҫ, кӑмакапа юнашар хура рояль йӑлкӑшса ларатчӗ, стенасем ҫинчен тата рамӑсен тӗксӗм ылтӑнӗ ӑшӗнчен темле хурарах тӗслӗ хутсем пӑхса тӑратчӗҫ, славян ҫырӑвӗн шултра саспаллийӗсем унта чалӑшшӑн сапаланса пӗтнӗччӗ, тата кашни хучӗ айӗнче те кантра ҫинче тӗксӗм те пысӑк пичет ҫакӑнса тӑратчӗ.

От множества мягкой и красивой мебели в комнате было тесно, как в птичьем гнезде; окна закрывала густая зелень цветов, в сумраке блестели снежно-белые изразцы печи, рядом с нею лоснился чёрный рояль, а со стен в тусклом золоте рам смотрели какие-то тёмные грамоты, криво усеянные крупными буквами славянской печати, и под каждой грамотой висела на шнуре тёмная, большая печать.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Картиш пирӗн тӑвӑрччӗ, янках уҫӑ выртатчӗ.

Двор наш был тесный и раскрытый.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пирӗн пӳрт тӑвӑрччӗ, маччи тӳпине урай варринчен туратлӑ чаракпа чаракласа хунӑччӗ.

Изба наша была тесная и подпертая в середине рогулиной.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Чул ещӗкре, лутра та йывӑр, хӑрӑмлӑ та эрешмен картиллӗ мачча айӗнче пурӑнма тӑвӑрччӗ пире, пӑчӑччӗ Пӑнтӑхса, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ стенасен ӑшӗнче асапчӗ, йывӑрччӗ пире…

Нам было душно и тесно жить в каменной коробке под низким и тяжелым потолком, покрытым копотью и паутиной. Нам было тяжело и тошно в толстых стенах, разрисованных пятнами грязи и плесени…

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Чуна час-часах ҫав тери тӑвӑрччӗ, сӑмахран, пӗр-пӗр пуҫлӑх шутланаканскер, этем чысӗ-тивӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пахалӑхсене ним чухлӗ те уямасӑр ҫеҫ мар, вӗсене «ури айне сарса» утса ҫӳренине куллен курса тӑма.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех