Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑвӑр ман чуна, тӑвӑр… тӑ-ӑвӑ-ӑр!..
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Акӑ халь ӗнтӗ, ҫавӑн пек ирӗк пурӑнӑҫ хыҫҫӑн, унӑн тӑвӑр матроскӑпа урана чикекен чӑлхасем, тӑвӑр пушмаксем, пысӑк улӑм шӗлепке тӑхӑнса ҫӳреме тивет.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
23. Кирек мӗн тусассӑн та, ҫыншӑн тунӑ пек ан тӑвӑр, Ҫӳлхуҫашӑн тунӑ пек, чунтан-вартан тӑвӑр, 24. пӗлсех тӑрӑр: эсир Христос Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑратӑр: Вӑл сире уншӑн ырӑлӑх парӗ.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй тӑванӑмсем, пуринчен ытла тӳпепе ҫӗре асӑнса тупа ан тӑвӑр, мӗне те пулин урӑххине асӑнса та тупа ан тӑвӑр; айӑпа юлас мар тесен, сирӗн «ҫапла, ҫапла», «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн пысӑк хапхапа аслӑ ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ; нумайӑшӗ ҫав ҫулпа ҫӳрет; 14. тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акапуҫне туптаса хӗҫ тӑвӑр, ҫурларан сӑнӑ тӑвӑр; вӑйсӑрри: «эпӗ вӑйлӑ» тетӗр.10. Перекуйте орала ваши на мечи и серпы ваши на копья; слабый пусть говорит: «я силен».
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Израиль пуҫлӑхӗсем, ҫитӗ ӗнтӗ сире! кӳрентерме, пусмӑрлама пӑрахӑр, тӗрӗс сут тӑвӑр, тӳррине тӑвӑр, Манӑн халӑхӑма хӑй ҫӗрӗнчен хӗстерсе кӑларма чарӑнӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳрӗ сут тӑвӑр, тӳррине тӑвӑр, ҫаратнӑ ҫынна хӗсӗрлевҫӗ аллинчен хӑтарӑр, ютран килнине, тӑлӑха, тӑлӑх арӑма ан кӳрентерӗр, ан хӗсӗрлӗр, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн ан тӑкӑр.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳрӗ сут тӑвӑр, тӗрӗссине тӑвӑр: Эпӗ ҫӑласси, Манӑн чӑнлӑхӑм пӗлтересси ҫывӑхрах.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чухӑнпа тӑлӑха тӳрӗ сут тӑвӑр; хӗн тӳсекенпе мӗскӗне тӗрӗссипе сут тӑвӑр; 4. кӗлмӗҫе, мӗскӗне хӑтарӑр; ӑна йӗркесӗр ҫын аллинчен туртса илӗр.
Пс 81 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах Давид ҫапла каланӑ: тӑванӑмсем, ун пек ан тӑвӑр, Ҫӳлхуҫа пире ҫакна панӑ хыҫҫӑн, пире сыхласа хӑварнӑ хыҫҫӑн, хамӑра хирӗҫ килнӗ эшкере пирӗн алла панӑ хыҫҫӑн ун пек ан тӑвӑр.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кил хуҫи вӗсем патне тухнӑ та каланӑ: ҫук, тӑванӑмсем, ку ҫын ман килӗме кӗчӗ пулсан, ман хӑна вӑл, усал ӗҫ ан тӑвӑр, ӑссӑрла ан хӑтланӑр эсир; 24. акӑ манӑн качча кайман хӗр пур, унӑн ҫум-арӑмӗ пур, эпӗ сире ҫавсене илсе тухса парӑп, пусахлӑр вӗсене, мӗн тӑвас тетӗр вӗсене — ҫавна тӑвӑр; анчах ку ҫынпа ӑссӑрла ан хӑтланӑр, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Каланӑ вӗсене: ман ҫине пӑхӑр та эпӗ мӗн тунине тӑвӑр; акӑ эпӗ тапӑра анатӑп, эпӗ мӗн тӑватӑп, эсир те ҫавна тӑвӑр; 18. эпӗ тата манпа пӗрле пыракансем какӑрпа кӑшкӑртса ярсан, эсир те пӗтӗм тапӑр тавра какӑрпа кӑшкӑртса ярӑр, ҫав хушӑра «Ҫӳлхуҫапа Гедеон хӗҫӗ!» тесе кӑшкӑрӑр, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль халӑхӗ Египетран тухсассӑн иккӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхра, Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Пасха тума палӑртнӑ вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсем Пасха туччӑр: 3. ӑна ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине, палӑртса хунӑ вӑхӑтра, тӑвӑр, ӑна ун тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрки тӑрӑх, пӗтӗм йӑли тӑрӑх тӑвӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем Ман валли кӗлӗ ҫурчӗ тӑвӗҫ те, Эпӗ вӗсем хушшинче пулӑп; 9. Эпӗ сана кӗлӗ чатӑрӗн ӗлкине те, унти пӗтӗм савӑт ӗлкине те кӑтартрӑм, пурне те Эпӗ кӑтартнӑ пек [тӑвӑр]; ҫавӑн пек тӑвӑр та.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ҫапла кала [Иаков килне, пӗлтер] Израиль ывӑлӗсене: эсир Эпӗ сире тӳперен епле каланине куртӑр; 23. Манӑн умӑмра кӗмӗл турӑсем е ылтӑн турӑсем ан тӑвӑр, хӑвӑр валли ан тӑвӑр: 24. Ман валли парне вырӑнӗ ҫӗртен ту, хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӳне, хӑвӑн канӑҫлӑх парнӳне, хӑвӑн сурӑхусене, вӑкӑрусене ҫавӑн ҫинче кӳр; Эпӗ Хамӑн ятӑма пуҫҫапма палӑртнӑ кирек мӗнле вырӑнта та Эпӗ сан патна пырӑп, сана пиллӗп; 25. эхер те Ман валли парне вырӑнӗ чултан тӑвас пулсассӑн, ӑна чутланӑ чулсенчен ан ту, мӗншӗн тесессӗн пурттуна вӗсем ҫине хурсассӑнах эсӗ вӗсене ирсӗрлетӗн; 26. Манӑн парне вырӑнӗ патне картлашкапа ан улӑх, ун умӗнче санӑн ҫарамасу ан уҫӑлтӑр.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Лот, вӗсем патне алӑк умне тухса, хӑй хыҫҫӑн алӑкне питӗрнӗ те 7. каланӑ [вӗсене]: тӑванӑмсем, усал ан тӑвӑр; 8. манӑн акӑ икӗ хӗрӗм пур, вӗсем арҫынпа хутшӑнман-ха; пӗрех хут сирӗн пата ҫавсене кӑларса парам, вӗсене хӑвӑр мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр; анчах ҫак ҫынсене ан тӗкӗнӗр: вӗсем ман килӗмре чарӑнса тӑнӑ ҫынсем, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл пикенсех енчӗк ӑшнелле пӑхать, Яков Лукич — унӑн кивӗ толстовкин тӑвӑр ҫухи ҫине.Он сосредоточенно смотрел в кисет, а Яков Лукич — на воротник его старенькой толстовки.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак тӑвӑр ҫаврашка площаде тӑватӑ енчен трамвай ҫулӗ пырса тухать; ҫынсемпе лӑк тулнӑ вагонсем, пӑрӑнчӑксенче чуна тивмелле сасӑпа ҫухӑрашса, минутсерен тенӗ пекех, рельсӑсем тӑрӑх шӑвӑнаҫҫӗ, Хурҫӑ ҫулпа иртсе пынӑ чух вӗсем, тем пулнӑ пек, васкавлӑн чӗтрекен тимӗр сассине йӗри-тавра салатса янӑратаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗнче тата ураписем айӗнче электричество ҫӳҫене-ҫӳҫене ҫухӑрашса илет.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫав сӗмлӗх ҫуртсен йӗрӗнчӗкне, тӑвӑр урамсенчи ирсӗрлӗхе, чухӑнсен пылчӑклӑ ҫӗтӗк-ҫатӑкӗсене — хӑйӗн хура тумӗпе вите-вите килет.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.