Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ан тив, творчествӑри пӗрремӗш утӑмсем хӑюсӑр та асӑрхануллӑ пулччӑр, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, опыт пухнӑҫемӗн ҫак утӑмсем ҫирӗпленеҫҫӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, Парнас тӑвне парӑнтарма ҫунат параҫҫӗ.
Журналистикӑри утӑмсем сӑвӑ ҫырассинчен те пуҫланаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9678-zhurnal ... -puclanacc
Ҫак тусем хушшинче юнна тӑкман пулсан, вӗсене юратмастӑн пулсан, вӗсем саншӑн пурте пӗр пекех курӑнаҫҫӗ, эсӗ Горганы тӑвне Ҫӳлӗ Бескид тӑвӗнчен, Говерло тӑвне Поп Иван тӑвӗнчен, Маковец тӑвне Петрос тӑвӗнчен уйӑрса илеймен.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ишек тӑвне сӑнасан — ун айккипе тахҫан ҫӗр хапхи пулнӑ тесе те калас килет.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
24. Ҫакӑнта ытарлӑн калани пур: ҫав арӑмсем икӗ халала пӗлтереҫҫӗ, пӗр халалне Синай тӑвӗ ҫинче панӑ, вӑл чура пулма ҫуратать, ку — Агарь ӗнтӗ: 25. Агарь Аравири Синай тӑвне пӗлтерет тата вӑл хальхи Иерусалимпа пӗре килет, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ачи-пӑчи-мӗнӗпех чуралӑхра пурӑнать; 26. ҫӳлти Иерусалим вара ирӗклӗ: вӑл пире пурсӑмӑра та анне пулать.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Иуда унта Сион тӑвне хураллама ҫар тӑратнӑ, тӑва хӳтӗлемешкӗн халӑхӑн Идумейӑна хирӗҫ тӑма керем пултӑр тесе, Вефсура хулине тӗреклӗлетнӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн ури ҫав кун Иерусалим умӗнчи тухӑҫ енчи Елеон тӑвӗ ҫине ярса пусӗ; Елеон тӑвне вара тухӑҫран анӑҫалла питӗ пысӑк айлӑм икке уйӑрӗ, ҫур тӑвӗ ҫурҫӗрелле, тепӗр ҫур тӑвӗ кӑнтӑралла юлӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Сион енне ҫаврӑнӑп та Иерусалимра пурӑнма тытӑнӑп, вара Иерусалима чӑнлӑх хули, Саваоф Ҫӳлхуҫа тӑвне сӑваплӑ ту теме пуҫлӗҫ.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвне ытти тусенчен асла кӑларӗҫ, сӑрт-ту хушшинче чи чапли ҫавӑ пулӗ, халӑхсем ун патне ҫул тытӗҫ.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара Исав тӑвне сут тумашкӑн Сион тӑвӗ ҫине ҫӑлӑнӑҫ паракансем килӗҫ, ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа патшалӑхӗ пулса тӑрӗ.21. И придут спасители на гору Сион, чтобы судить гору Исава, и будет царство Господа.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кӑнтӑр енче пурӑнакансем Исав тӑвне, айлӑмра пурӑнакансем филистимсен ҫӗрне туртса илӗҫ, Ефрем хирӗсене те, Самари хирӗсене те туртса илӗҫ, Вениамин вара Галаада туртса илӗ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пуринчен те аслӑ халӑхӑн ятлӑ ҫыннисене, Сион ҫинче пӗр шухӑшсӑр пурӑнаканскерсене, Самари тӑвне шанса пурӑнаканскерсене, хӑйсем патне Израиль йӑхне ҫӳретекенскерсене, хуйхӑ ҫитӗ!
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сеир тӑвне пушӑ, этем пурӑнмалла мар ҫеҫенхир, тӑвӑп, унта килекене те, каялла таврӑнакана та пӗтерӗп.7. И сделаю гору Сеир пустою и безлюдною степью и истреблю на ней приходящего и возвращающегося.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Выҫӑ ҫын тӗлӗкӗнче хӑй апат ҫинӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те, ӑшӗнче — пуш-пушах; шывшӑн антӑхнӑ ҫын та тӗлӗкӗнче шыв ӗҫнӗ пек тӗлленет, анчах вӑранать те — ҫав-ҫавах тӗмсӗлет вӑл, ӑшӗ те хыпса ҫунать: Сион тӑвне хирӗҫ вӑрҫакан йышлӑ халӑхсемпе пуринпе те ҫапла пулӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аллипе Сион тӑвне, Иерусалим сӑртне хӑратса юнӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвне ытти тусенчен асла кӑларӗҫ, сӑрт-ту хушшинче чи чапли ҫавӑ пулӗ, халӑхсем пурте ун патне пуҫтарӑнӗҫ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Акӑ Ҫӳлхуҫа ыйхӑран вӑраннӑ пек вӑраннӑ, эрехпе ӳсӗрӗлнӗ улӑп евӗр тӑнӑ та 66. унӑн тӑшманӗсене каялла хӑваласа янӑ, вӗсене ӗмӗрлӗхе намӑса хӑварнӑ; 67. Иосиф килне пӑрахнӑ, Ефрем йӑхне те суйласа илмен, 68. Вӑл Иуда йӑхне, Хӑй кӑмӑлланӑ Сион тӑвне суйласа илнӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хӑвӑн авалах суйласа илнӗ ушкӑнна, Хӑвӑн халӑху пулма хӑтарнӑ ӑрӑвна, ҫак Ху вырӑнаҫнӑ Сион тӑвне асна илсемччӗ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус ҫапла пӗтӗм сӑртлӑх ҫӗре, кӑнтӑрти пӗтӗм ҫӗре, пӗтӗм Гошен ҫӗрне, айлӑм вырӑнсене, Израиль тӳремлӗхӗпе тӑвне, [ту таврашӗнчи] айлӑмлӑ вырӑнсене — 17. Сеир ҫывӑхӗнчи Халак тӑвӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патне ҫитичченех — туртса илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене пурне те тыткӑна илсе вӗлерсе пӗтернӗ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 3. ҫак ту тавра ҫӳресе ҫитӗ сире, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнӑр; 4. халӑха хуш, кала: эсир хӑвӑр тӑванӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫӗрӗсем урлӑ иртӗр, вӗсем сирӗнтен хӑраса ӳкӗҫ; 5. анчах вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарасран сыхланӑр, Эпӗ сире вӗсен ҫӗрне ура лаппи пусмалӑх та памастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Сеир тӑвне Исав аллине панӑ; 6. апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӗмӗлле туянса ҫийӗр, шывне те вӗсенчен кӗмӗлле туянса ӗҫӗр; 7. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ [та хӑрушӑ] пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1