Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвиччен (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мускава тӑвиччен малтан санран ыйтмалла пулнӑ иккен…

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӗҫе тӑвиччен сыпмасан та тӳсме пултаратӑп, — килӗшрӗ Хӗлип.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вагон еннелле утӑм тӑвиччен аякри янташӑма тытса ыталарӑм, «Малалла инкек-синкексӗр те хирсӗр пурӑнмалла пултар», — тесе ҫул ҫине вулама илнӗ «Чӑваш вӑрманӗ» кӗнекене парнелерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫынна усӑ тӑвиччен хур ту тесе ахаль каламан-тӑр ҫав…

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Колхозсем тӑвиччен ял саркаланса, пуян пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл летчик пулать, вӑл вӗҫет, Виктор вара хӑйне ӗнсинчен ярса тытиччен, лайӑх кӑна силличчен, этеме ҫӳреме пӳрнӗ пек ҫӳрекен тӑвиччен ҫӗр ҫийӗн упаленет!

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хуть те хӑҫан та курорта кайнӑ чух ҫул ҫинче тата курорта ҫитсен малтанхи кунсенче — хӑйӗн хыҫҫӑн кам та пулин ҫӳреме тытӑниччен, хӑй ӑшӗнче ку ҫын ҫинче «чарӑнса тӑма юрать» тесе шут тӑвиччен — пӑшӑрханса хумханнӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫӗнӗ пӳрт тӑвиччен тӑхтас, терӗм.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫынна ырӑ тӑвиччен усал ту, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ вӗсене пичетлеме перекетлӗрех тимӗррисене чеканит тӑвиччен «, - тесе ӑнлантарнӑ Раҫҫей Банкӗн Пушкӑрт Республикинчи Наци банкӗн управляющийӗн ҫумӗ Егор Михтанюк.

Теперь же печать стала выгоднее, чем чеканка монет», – объяснил заместитель управляющего Отделением-Национальным банком по Республике Башкортостан Банка России Егор Михтанюк.

Пушкӑртстанра пилӗк тенкӗлӗх ҫӗнӗ купюрӑсем ҫаврӑнӑша кӗнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/ekonomika/2023-0 ... -n-3410381

Ун пек тӑвиччен вӑл ҫак вырӑнтах мӑшкӑл курса ларӗ е пӗтӗм халӑх умӗнче тӑрӗ те тухса кайӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Амӑшӗн хӗрӗх кунне паллӑ тӑвиччен туй тума тӑхтама тиврӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Леонид Петрович Нестеров (1907-1942) колхозсем тӑвиччен ялта арман тытнӑ Петр Нестерович Нестеров ывӑлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

— Ун пек тӑвиччен вилсе выртатпӑр!

— Лучше умрем!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑвиччен пӗтӗм информацие пӗлӗр.

Прежде чем принимать серьёзные решения, узнайте всю информацию.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Колхозсем тӑвиччен вӑл ял-ял тӑрӑх йытӑ-кушак вилли, ҫӗтӗк-ҫурӑк пухса ҫӳренӗ, хӗрлӗ таварпа ваккӑн сутӑ тукаланӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫапах кирек мӗнле ӗҫе те тӑвиччен тишкерсе пӑхма хӑнӑхнӑ йӑлипе: — Хушса тӳлемелли мӗн чул пулать вара? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килне ҫитсен, вӑл ним тӑвиччен малтан сарлака крыльца ҫине хӑпарчӗ, ҫӑрине уҫса, лавккана кӗчӗ, нӳрлӗ ҫӗтӗкпе сентресене сӑтӑрса тасатрӗ, урайне шӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Икӗ чӑх вунӑ ҫӑмарта тӑвиччен ӗнтӗ пирӗн тӑварсӑрах пурӑнас пулать.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗпер тӑвиччен малтан ҫырма икӗ айккипе ҫыран таранах ҫӗр купаланаҫҫӗ иккен, вара, шыв юхмалӑх вырӑн хӑварса, тем вӑрӑмӑш дамба туса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех