Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвасса (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫухана тӑвасса вырӑсла тӑваҫҫӗ те вӗсем, тӳми шӑтӑкне тума пӗлмеҫҫӗ: темӗскерле, йӗке вӗҫӗпе пат тӗртсе шӑтарнӑ пек, хайчӑпа касса кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Арне Вебер вара ҫакӑн пек позицие малашлӑхсӑр тесе хакланӑ, ҫак кӗркунне иртмелли муниципаллӑ суйлав хыҫҫӑн ыйтӑва ҫӗнӗрен пӑхса тухса ҫӗнӗ йышӑну тӑвасса шаннине пӗлтернӗ.

В свою очередь Арне Вебер назвал такую позицию недальновидной и выразил надежду на то, что решение будет пересмотрено после муниципальных выборов этой осенью.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

— Эх, Улюна, — куҫлӑхне хыврӗ Архип Григорьевич, — пирӗн иксӗмӗрӗн малта пымалла, ҫын мӗн тӑвасса кӗтмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл Михха килсенех хӑй патне кӗрсе хисеп тӑвасса кӗтнеччӗ, лешӗ ун куҫне те курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, кӑмӑлӗ хумханнипе хӑй мӗн тӑвасса пӗлмесӗр, аллисене Матӗрне хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ ылхавлӑ ҫын каяшӗ! — шӑлне шатӑртаттарса эхлетрӗ те Ҫтаппан, хӑй мӗн тӑвасса та чухлаймасӑр, чукмар чӑмӑрне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ мӗн тӑвасса пӗлмесӗрех чарма ан хӑтлан-ха, йӑмӑкӑм, — хирӗҫлерӗ те вӑл, хутаҫне илсе, сӗтел хушшине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюк мӗн ас тӑвасса ҫаплаччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ача мӗн тӑвасса кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпир унпа чуп тӑвасса та пӗрре кӑна чуп тунӑ…

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ара, килти вак-тӗвек ӗҫсене арӑмӗ тӑвасса хальчченхи пек кӗтсе лармасть, хӑех туса хурать.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Иртнӗ ҫулсенчи пекех, пирӗн округри вӗренекенсем республика, ҫӗршыв шайӗнчи тӗрлӗ конкурса, фестивале хутшӑнса палӑрмаллах ҫитӗнӳсем тӑвасса шанма пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр // «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d3%9 ... %bf%d1%83/

Каллех хуҫине куҫран пӑхса вӑл тем тӑвасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Чурачӑкра пурӑнакансем те ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ тӑвасса чылай ҫул кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ҫак самант ҫитессе, хӑйсен пусмӑрҫисене тӗп тӑвасса хӑҫантанпа кӗтсе пурӑннӑ пуль те вӗсем…

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сима Лариса малалла мӗн тӑвасса кӗтмерӗ, пӳлӗмрен чупсах тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Апла ыттисем пырса тӑвасса кӗтер мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак ӗҫсене кам та пулин тӑвасса кӗтмесен, вӗсене хӑвӑр та хутшӑнсан вӗсем пурте самай хӑвӑртрах аталанса пырӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Е тепӗр ялта, ман тӑвансем пурӑнаканнинче, ял халӑхӗ хӑйех, асфальт ҫула тӑвасса кӗтмесӗр, хӑйсемех укҫа пухса асфальт тӗпренчӗкне сарса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Калӑпӑр, пирӗн ялти пӗр урамри асфальта халӑх хӑй сарчӗ — килӗрен укҫа пуҫтарса, ял администрацийӗ ку ӗҫе тӑвасса кӗтмесӗр (черет пысӑк вӗт…).

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех