Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑванӑмӑра (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
23. Пӗлӗр ӗнтӗ: пирӗн Тимофей тӑванӑмӑра ирӗке кӑларнӑ; вӑл кӗҫех килес пулсассӑн, эпӗ те унпа пӗрле сире пырса курӑп.

23. Знайте, что брат наш Тимофей освобожден, и я вместе с ним, если он скоро придет, увижу вас.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе эпӗ сире ҫак ҫырӑва мӗнпур сӑваплӑ тӑванӑмӑра вуласа пама хушатӑп.

27. Заклинаю вас Господом прочитать сие послание всем святым братиям.

1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Пур тӑванӑмӑра та ырӑ кӑмӑлпа чуптуса салам калӑр.

26. Приветствуйте всех братьев лобзанием святым.

1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑнпа эпир, урӑх чӑтса тӑраймасӑр, Афинӑна хамӑр ҫеҫ юлас терӗмӗр, 2. Турӑшӑн тӑрӑшакан, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сарнӑ ҫӗрте пирӗнпе пӗрле ӗҫлекен Тимофей тӑванӑмӑра сирӗн патӑра ятӑмӑр: эпир сире тӗреклӗлентерес, ҫирӗп ӗненме хавхалантарас терӗмӗр, 3. ҫак асапсене пула никам та хавшаса ан ӳктӗр терӗмӗр — хӑвӑр та пӗлетӗр: пире асапланма пӳрнӗ.

1. И потому, не терпя более, мы восхотели остаться в Афинах одни, 2. и послали Тимофея, брата нашего и служителя Божия и сотрудника нашего в благовествовании Христовом, чтобы утвердить вас и утешить в вере вашей, 3. чтобы никто не поколебался в скорбях сих: ибо вы сами знаете, что так нам суждено.

1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эпӗ ӑна сирӗн пата хӑвӑр мӗнле халпа тӑнине пӗлсе сирӗн чунӑра пусартӑр тесе ятӑм; 9. унпа пӗрле хӑвӑр патӑртан килнӗ шанчӑклӑ та савнӑ Онисим тӑванӑмӑра та ятӑм: вӗсем кунти ӗҫ-пуҫ ҫинчен сире пӗтӗмпех каласа кӑтартӗҫ.

8. которого я для того послал к вам, чтобы он узнал о ваших обстоятельствах и утешил сердца ваши, 9. с Онисимом, верным и возлюбленным братом нашим, который от вас. Они расскажут вам о всем здешнем.

Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вӗсемпе пӗрле эпир хамӑрӑн тепӗр тӑванӑмӑра та ятӑмӑр, вӑл тӑрӑшнине эпир нумай ӗҫре темиҫе хут та сӑнаса пӗлнӗ; халӗ вӑл сире ҫирӗп шаннипе тата ытларах тӑрӑшать.

22. Мы послали с ними и брата нашего, которого усердие много раз испытали во многом и который ныне еще усерднее по великой уверенности в вас.

2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Унпа пӗрле тата Ырӑ Хыпара вӗрентнӗшӗн пур ӗненекен ушкӑн та мухтакан тӑванӑмӑра яратпӑр.

18. С ним послали мы также брата, во всех церквах похваляемого за благовествование,

2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эпӗ сирӗн пата Кенхрейӑри ӗненекен ушкӑнра пулӑшса тӑракан Фива тӑванӑмӑра яратӑп; 2. эсир ӑна сӑваплӑ ҫынсене епле хапӑл тума тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫашӑн ҫапла хапӑл тӑвӑр; хӑвӑр патӑрта пурӑннӑ чухне унӑн мӗн ҫитменнине тивӗҫтерӗр, пулӑшӑр ӑна, вӑл хӑй те нумайӑшне пулӑшрӗ, мана хама та пулӑшрӗ.

1. Представляю вам Фиву, сестру нашу, диакониссу церкви Кенхрейской. 2. Примите ее для Господа, как прилично святым, и помогите ей, в чем она будет иметь нужду у вас, ибо и она была помощницею многим и мне самому.

Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Рагуил татах ыйтнӑ: эсир пирӗн Товит тӑванӑмӑра пӗлетӗр-и? тенӗ.

4. Еще спросил их: знаете ли брата нашего Товита?

Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех