Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнсан (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳречене уҫса пӑрахрӗ, анчах унтан ашкӑнса кӗрекен ҫил сӗтел ҫинчи хутсене айӑн-ҫийӗн пӑтраштарма тытӑнсан, ӑна каллех хупса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӗр-пӗр япала тума шутлатӑн та, тума тытӑнсан вара пачах урӑх япала пулса тухать, малтан шухӑшланинчен те лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Шупашкарти пир-авӑр комбиначӗ ӗҫлеме тытӑнсан, ӑста художница тӑван ҫӗршыва килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Михха ӗнтӗ кирек мӗнле пысӑк ӗҫе тытӑнсан та ӑна хутшӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пассажирсем пӑрахут ҫинчен тухма тытӑнсан, Ванюк та хускалчӗ, аллисемпе кӑтартса темӗн калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лавкка уҫса суту-илӳ тума тытӑнсан, ҫылӑхсене каҫарттарма пуҫлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗпчеме тытӑнсан… лаша илме укҫа Михха пачӗ тенӗ вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тӗпчеме тытӑнсан?

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗпчеме тытӑнсан

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ир-ирех выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланатӑн, каярах вӗллесемпе, хӗвел анма тытӑнсан эсӗ — каллех выльӑх тарҫи.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Кусем тӗрткелешме-ҫапӑҫма тытӑнсан пассажирсем автобусран тухса тараҫҫӗ, ОМОНа чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Нумай-нумай ҫул иртсен те, камӑн та пулин ҫуралнӑ кунӗнче торт ҫинчи пӗчӗк ҫуртасем ҫунма тытӑнсан, вӗсен хӑйне евӗрлӗ шӑрши мана тӳрех чиркӗве, пурнӑҫ кустӑрми чун лӑпкӑлӑхне парнеленӗ вырӑна, илсе каять.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Венюк каласа пама тытӑнсан ун таврашӗнчи хӗрарӑмсем: — Эй-тур-тур, эй тур-тур, мӗскӗн ача, мӗнле кӑна асап чӑтса ирттермен! — тесе ик аллине шарт ҫапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫавна шута илсе тата вӑл пур предметпа та чи лайӑх пӗлӳ кӑтартнине кура каччӑна, амӑшӗ йывӑр чирпе аптрама тытӑнсан, аслӑ шкултан вӗренсе тухмалли экзаменсене маларах тытма ирӗк панӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ывӑнма пуҫласан, йӑлӑхтарма тытӑнсан, — тет Лена, — эпӗ пурнӑҫри ырӑ самантсене, вуланӑ кӗнекесенчи чӑн геройла сӑнарсене аса илме тӑрӑшатӑп, вӗсем пек пулма ӗмӗтленетӗп.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Аслатийӗ хытӑрах кӗрӗслеттерме тытӑнсан, пуҫа тӳшек-минтер айне пытарни те пӗрре мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Василий Захаровичӑн нумай пулмасть ҫеҫ савӑнӑҫпа ҫиҫсе пыракан пит-куҫӗ тӗксӗмленме тытӑнсан, Вӗҫелис ӑна хӗрхенсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӑрӑс кашта тӑрӑх утма тытӑнсан, эсир чӑнахах та ача пахчинчен килменнине ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пӗр пӑхма тытӑнсан уйрӑлма пӗлместӗн.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хулара пурӑнма тытӑнсан та ҫӗртен ан сивӗнӗр, ҫынпа ҫутҫанталӑк хушшинчи ҫыхӑнӑва тӗрӗс тытса пырӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех