Шырав
Шырав ĕçĕ:
1919-мӗш ҫулхи ҫуркунне Эрхип шуррисене хирӗҫ алла хӗҫпӑшал тытсах ҫапӑҫма тухса кайрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсем пуҫламӑш хут ал тытсах, пӗр сӑмахранах хӑйсем ҫывӑххине туйрӗҫ…
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хура маска ӑна пӗр тытсах икӗ хул калакки ҫине вырттарнӑччӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Алӑ тытсах паллашрӑмӑр, хамӑр мӗн ыйтупа килнине пӗлтертӗмӗр.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Колхоз председателӗ те, ун кабинетне кӗрсен, ури ҫине тӑрсах, атте ятне асӑнсах, алӑ тытсах сывлӑх сунчӗ, ҫемҫе диван ҫине ларма сӗнчӗ.
Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.
Хырӑмӗнчен тытсах йӑваланать ҫӗр тӑрӑх.
Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Чкалов ҫав ӗмӗте ӑшра тытсах Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ.
В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.
Анюк ман плаща хывса илсе пӑтана ҫакрӗ те алӑк патӗнче диван ҫинчи ҫуса типӗтнӗ хыҫҫӑн якатма ӗлкӗреймен кӗпе-йӗме пӗр хӗррине тӗртсе хучӗ, мана хулран тытсах лартрӗ, хӑй те ларчӗ, сӑмах вӗҫне нихӑҫан та тухас ҫук пек калаҫса кайрӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Таранов: «Лайӑх юрӑ ку, ӗмӗре юлмалли юрӑ. Вӑл паян радиопа тӗнче илтмелле янранӑ ятпа чӗререн саламлатӑп, чӗререн!» — тесе Сулагаева алӑ тытсах хавхалантарасшӑнччӗ, анчах лешӗ аллине ҫурӑм хыҫне пытарчӗ:
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пирӗн колхоз чапӗ вӑл! — председатель Таранова алӑ тытсах сывлӑх сунчӗ, унпа литература пирки те пӑртак сӑмахласа илчӗ, анчах хайхискер часах кил хуҫи еннелле ҫаврӑнчӗ:
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Испуханова вӗсем алӑ тытсах тав турӗҫ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Вара ӑна кӑкӑрӗ патне ҫывхартмасӑр, алли ҫинче тытсах пӗр чӗлӗ касса илчӗ.
Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Акӑ Етӗрнери агротехника техникумӗ Ҫӗн Атикасси шкулӗпе ҫыхӑну тытсах тӑрать.
Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur
Игнат Васильевич пуҫне тытсах шухӑша путнӑ.
Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.
Суймалли кун ҫинчен аса та илмерӗ, вӑт хӗрарӑм пулать! — варне тытсах кулчӗ Аркадий Кузьмич, хӑй те суйма пултарнишӗн савӑнса.
Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.
Ҫимӗк хӗвелӗ паян Ҫӗрпе алӑ тытсах туслашасшӑн тейӗн: ҫиччӗмӗш хутри тӗнчеренех ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа чӗрӗ вӑй пиллес-кӳрес тесе-ши, ытла та аял аннӑ, ӑшшӑн, евӗклӗн ҫиҫет, анчах хӑй ҫине тӳррӗн, куҫа чарса пӑхнине хапӑлламасть — шартать, йӑмӑхтарать.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ту мӗн те пулин, ту!» — шалтан ҫухавирен ҫатӑрласа тытсах лӑскакалать вӑл Пуриса.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унччен те пулмин ӑс-тӑнӗпе чӑлханса ӳкнӗ Ула Тимӗр сасӑ илтӗннӗ еннелле пӗтӗм кӗлеткипех палт! ҫаврӑнчӗ те, юри такам ӗнсерен ярса тытсах малалла чикелентернӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫӑкӑнса анчӗ, хӗрес хывахыва шуйхӑнчӑк куҫне пӗлӗтелле вичкӗнлетсе, чунтан-вартан йӑлӑнса тилмӗрчӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӗсем алӑ тытсах сывлӑхлашрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пирӗн хастар волонтерсем инҫетри ентешсемпе ҫыхӑну тытсах тӑраҫҫӗ.
Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/