Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӗҫ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кун мана нимӗҫсем тытрӗҫ, штаба илсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Аслашшӗпе мӑнукӗ Герасим Федотовича иккӗшӗ те асӑрхарӗҫ ӗнтӗ, анчах ӑна вӗсем сывлӑх та сунмарӗҫ, хӑйсем хушшинче шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса тӑвалла ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Фермӑра ӗҫлекенсем выльӑхсене апат панӑ хыҫҫӑн витресем тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вара, умлӑн-хыҫлӑн йӗркеленсе тӑрса, пӗр ушкӑнпа тухӑҫалла ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыттисем ҫавӑнтах уххисене ярса тытрӗҫ те хирӗҫ пеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Самантрах пурте сиксе тӑчӗҫ те хӗҫӗсене ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫывӑхра тӑракан салтаксем тӑнне ҫухатнӑ хӗшместӗре ик уринчен ярса тытрӗҫ те юнашар пӳлӗме сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантрах темиҫе салтак Кӗлсулттан кинемее чупса пырса ҫатӑрласа ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӑна урӑх калаҫма памарӗҫ, пиллӗкӗн-улттӑн ярса тытрӗҫ те юман айне сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗренӗн икӗ вӗҫне икӗ енчен ҫынсем тытрӗҫ, туртма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗллехи хаяр сивӗ кунсенче Пайтула ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем тискеррӗн, выҫ кашкӑрсем пек, кӑшкӑра-кӑшкӑра, вӗсене иккӗшне те пӗҫҫи-каҫҫинчен ярса тытрӗҫ те пӗр самантра татӑкӑн-татӑкӑн вакласа пӗтерчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтанласа вӑл хӑйне кӑна тытрӗҫ, Ермолай тарса хӑтӑлнӑ пуль тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем савӑннипе тав тума та манса кайрӗҫ пулас, пепкене иккӗн харӑс ҫатӑрласа ярса тытрӗҫ те часрах шала, пӳрте кӗрсе пытанчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мана мулла ҫыннисем ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем унта сиктерсе ҫитрӗҫ те учӗсене тӳрех шывалла тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна тимӗр пек хытӑ аллисемпе ҫатӑрласа тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр ӗмӗтне, хӗр телейне татма шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗрсе хӑвӑлланнӑ ватӑ хыр вулли ӑшне пытарма шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тен, ҫавӑнпа та фашистсем урӑх малалла каяймарӗҫ, оборонӑна куҫса, окопсемпе блиндажсене ҫирӗплетрӗҫ, тимӗр пралуксенчен виҫӗ рет карта тытрӗҫ

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех