Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытманнипе (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп татӑклӑ шут тытманнипе, ӗҫе пӗрмай тӑсса пынипе вӑл ывӑнса ҫитрӗ пулмалла та таҫта тухса кайрӗ… хӑйне урӑх ҫӗре куҫарттармалла тунӑ… е… пӗр сӑмахпа каласан, Вася халь ӑҫтине пӗлместӗп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑн пекех вӑл газпа усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнине пула тата оборудование кирлӗ шайра тытманнипе инкек пулнӑ тӗслӗхсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, асӑрхануллӑрах пулма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Ҫывӑхра ҫак тӗллевпе уйрӑм ҫынсем ятарласа вӑкӑр тытманнипе ӗнисене кӳршӗ ялсене ҫавӑтса кайнисем те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Янтул астумасӑр тӑрӑхланипе мар, ӑна сисмерӗ пуп, тарҫи хирӗҫленипе, эрех тытманнипе.

Ишь, батрак, а туда же — «не идет после ужина»…

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Никампа та нимле ҫыхӑну тытманнипе Ибн-Хамис караванӗ Казондене ҫитни ҫинчен Уэлдон миссиса никам та каласа памарӗ.

Когда караван Ибн-Хамиса прибыл в Казонде, миссис Уэлдон, не имея никакой связи с внешним миром, ничего об этом не знала.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пӗтӗм тӗнчепе нимӗнле ҫыхӑну та тытманнипе эпир вӑл вӑхӑтра Андроново сӑрчӗсем патӗнче тӑракан тӑшман хӗрлисен виҫӗ дюймӑллӑ тупӑсемпе ҫапӑҫнӑ батальонне пӗтерсе лартас патнех ҫитерни ҫинчен те пӗлмӗш пулнӑ.

Оторванные от всего мира, мы не знали, что в те дни противником у Андроновой горы был почти уничтожен красный батальон с трехдюймовками.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Атӑ тӑхӑннипе, тӑрӑшса тумланнипе, аллине чӑпӑркка тытманнипе, хул айне хутаҫ ҫакманнипе ытла улшӑнса кайнӑ вӑл, ҫавӑнпа ӑна ватӑ казаксем те нумайӑшӗ пӗрре пӑхнипех палласа илеймерӗҫ, унпа таҫтан килнӗ палламан ҫын вырӑнне шутласа саламлашрӗҫ.

Так необычен был вид его, обутого, старательно наряженного, без кнута и холщовой сумки на боку, что многие пожилые казаки не узнавали его с первого взгляда и здоровались, как с незнакомым пришельцем.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех