Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытман (тĕпĕ: тытма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укҫине тытман тесе тӗрӗсех каларӗ-и, тен.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑвакал тытман вӑл, ҫуна тупанӗ авнӑ!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах каччӑ ҫакна хирӗҫлерӗ: «Тытман упанне — тирне сӗвер мар, хутман мунчара милӗкпе ҫапӑнар мар», — терӗ, Виталий ӑнланӑвӗпе килӗштерекен хӗрӗн чи пысӑк ҫитменлӗхӗ пур ҫын умӗнче те тейӗн хӑйне пысӑка хурса чӗлхине ҫав тери ирӗке яни, «икӗ-виҫӗ» хутлӑ сӑмахсемпе перкелешме те вӑтанманни.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ыйхӑ пуснине кура Ульха вырӑн сарма шутларӗ, ҫӳпҫе тӗпӗнчен халиччен тытман вырӑн ҫиттине кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Йывӑҫ сутнипе тытман, тӗрӗс.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӑхра сӑмах ахальтен ҫӳрес ҫук, анчах тытман.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппанпа арӑмӗ пек, пӗрре курсах, алӑ тытман.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Марьепе Санюк пырса тытман пулсан ӳкетчӗ те пулӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Клавье ывӑлӗ ҫине хӗрес хыврӗ, юхакан куҫҫулӗ витӗр: — Турӑ сыхлатӑр сана, ывӑлӑм, — терӗ те тайӑлса кайрӗ, мӑнукӗсем пырса тытман пулсан ӳкетчӗ те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах алӑран ярса тытман та кама пит пӳрнепе тӗллесе кӑтартӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах та вӑл хӑйӗн сӑмахне тытман, 1881 ҫулта ҫӗнӗ генерал-губернатор вырӑнне Слатин-бей (Рудольф Карл фон Слатин) йышӑннӑ, унӑн ирӗксӗрех Мухаммед Ахмед ертсе пынӑ Махдистсен пӑлхавне (1881—1885) пусарма тивнӗ.

Однако его обещание не было выполнено и 1881 году новым генерал-губернатором стал Слатин-бей (Рудольф Карл фон Слатин), который был вынужден подавить Махдистское восстание (1881—1885) во главе с Мухаммедом Ахмедом.

Дарфур султанлӑхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%94%D0% ... 1%85%D3%97

Унтан вӑл алӑк патнелле ыткӑнчӗ, анчах сулӑнса кайрӗ те, хӑйне Завьялов ярса тытман пулсан, ҫавӑнтах ӳкетчӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Мустай хӑйне никам та вӑрӑпа тытман терӗ-ха, — ура ҫине тӑчӗ Магдаль.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку тарана ҫитсе никам та тытман.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ман шутпа, хамӑр лайӑх пӗлетпӗр пулсан, тытман вӑрӑ та вӑрӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хамӑр ҫавах «тытман вӑрӑ вӑрӑ мар» тесе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эсӗ нихҫан та манпа пӗрле ампара-мӗне кӗрсе курман, сӗлӗ миххине тытман, Униҫҫе патӗнче чарӑнман, эрех ӗҫмен.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах тытман вӑрӑ — вӑрӑ мар ҫке-ха!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Анчах тытман вӑрӑ — вӑрӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

— Кӳр-ха ӑна, кӳр кунта, — терӗ Тимуш купӑс каласа тӗлӗнтересле, — виҫӗ ҫул тытман тальянкӑна паян туртса ярам.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех