Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытмалли (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Мобильлӗ ятарлӑ ушкӑн тӗрӗслеве тухсан пысӑк организацисене, магазинсене асра тытмалли тата сӗнӳсене палӑртнӑ хутсем валеҫет.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Яваплисем шкулсемпе ача сачӗсенче шывра хӑйсене мӗнле тытмалли пирки каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

Пишпӳлек районӗ, тӗрӗссипе каласан, типҫӗр тӑрӑхӗ шутланать (пирӗн шывсем сахал), анчах та хуллен-хуллен вӑл республикӑн пулӑ тытмалли тӗп хули пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пирӗн района пулӑ тытма кӗтетпӗр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/yal-khu-al-kh/20 ... -r-3254403

— Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансене вӑрманта харпӑр хӑйне тытмалли йӗркесене аса илтерсен те вырӑнлӑ пуль.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Чӗкесшӗн те Еркиней Асра тытмалли телей…

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ачисемпе амӑшӗсем хӑйсене епле тытмалли, сыхӑ та чее пулмалли ҫинчен калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Паҫук пулӑ тытмалли ӑскӑч хатӗрлеме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук каланӑ тӑрӑх Ҫӑрттан кӳллинче те пулӑ пурри палӑрчӗ, анчах ӑна тытмалли нимӗнле хатӗр ҫукки пурне те шухӑша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Кунта каҫкӑҫ кӑна мар, каҫнӑ чух хӑвна шай тытмалли те пур иккен! — кӑмӑлӗпе тулса илчӗ Пурис, вара пушӑ сылтӑм аллипе пӗр пиҫӗ турат вӗҫӗнчен ҫатӑрласа тытса, сулахай урипе «каҫкӑҫ» ҫине, варрине, йӑпӑл-йӑпӑл пускаласа, тепринпе ҫӗртен вирлӗн тапса ячӗ те леш еннелле вашт! сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юнашарах пулӑ тытмалли хатӗрсем, тутӑхман витре, кутамккасем.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Сӑмах май каласан, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ ирттернӗ пресс-конференцире пушар вӑхӑтӗнче ҫынсен хӑйсене тӗрӗс мӗнле тытмалли ҫинчен аса илтернӗ.

Кстати, на пресс-конференции, проведенной республиканским управлением Министерства чрезвычайных ситуаций, напомнили о том, как необходимо правильно вести себя во время пожара.

Пушарта 90 ҫулти кинемей вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34026.html

Икӗ аяккипе юр тытмалли решетке картасем лартса тухнӑ та, вӗсене юр хӗвсе лартнӑ: чус вӗҫӗсем вырӑнӗ-вырӑнӗпе пачах палӑрмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Чурасене хупса усрамалли тем пысӑкӑш нӳхреп е хӑйӗн йышлӑ урхамахӗсене питӗрсе тытмалли вите?

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире ҫарсене кантармалли тата ҫар хатӗрӗ тытмалли вырӑн кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кил-йыш тытмалли ҫын ӗнтӗ, ача-пӑча ӳстермелли ҫын.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лев Борисовичӑн кӑрӑпчак тытма карнӑ сӑскӑра та, пӑчӑр тытмалли капкӑн-читлӗхре те пӗчӗк чансем пур.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Палюк мучи каланӑ пекех турӗҫ: пӗве хыҫне кӑрӑпчак тытмалли сӑскӑ карчӗҫ, пӑчӑр тытма ват юман ҫине пусмапа улӑхса капкӑн-читлӗх лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Лев Борисовичӑн кайӑк тытмалли хатӗр-хӗтӗрӗсене ҫӗклерӗ те мана хӑй хыҫҫӑн пыма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Лев Борисович утарта та Йӑлӑма килнӗ чухнехи пекех хӑйсен кайӑк тытмалли хатӗрӗсене илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Акӑ, кайӑксем тытмалли ҫатӑрмакӗсене те куртӑм.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех