Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытмалла (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӑҫталла ҫул тытмалла

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара Савантер тек кунта арман тытмалла та мар пуль тесе шухӑшлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кушакпа шӑши тытмалла вылянӑ пек пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сакӑр мӑшӑр ташлама Сапаланса тӑмалла, Пурҫӑн тутӑр, алшӑлли Хӗресленсе тытмалла.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Малтанласа пирӗн ҫав ялпа ҫыхӑну тытмалла та, — терӗ Елена Максимовна.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анне каланине асра тытмалла

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсен иртнӗ пурнӑҫне пирӗн ялан асра тытмалла, вӗсем пек хастар та хӑюллӑн пулма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Хамӑр ҫурт тӗлне ҫитес чух мунча директорне алӑ тытмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Халӑх сӗнӗвӗсене кулленех асӑрхавра тытмалла, вӗсене тӗпе хурса кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Ырӑ пурнӑҫпа пурӑнма кашни ача тивӗҫлӗ, ҫак ӑнлава пурин те асра тытмалла», - тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Раҫҫейри Ача-пӑча фончӗн» председателӗпе Дмитрий Лихановпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Ыран манпа пӗрле вунӑ ҫул вӗреннӗ пайташӑмсен, тантӑшӑмсен ҫамрӑксене «ҫунат хытса ҫитнине» ҫирӗплетекен тӗп документ — аттестат — илме право паракан экзаменсенчен пӗрремӗшне тытмалла -сочинени ҫырмалла, эпир пур, арҫын ачасем, икӗ хирӗҫли командӑна пайланса, райцентр стадионӗнче ҫавраҫил ҫавӑрттарса, анра-сухралансах футбол ҫӗмӗрттеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

«…Тӑруках пурне те юсаймӑн-ха. Чи малтан куҫа курӑнакан выртан-тӑрана пуҫтарса, юрамине тухнине те пулин йӗркене кӗртесчӗ. Акӑ тӗкме юсамалла, карта тытмалла, вуттине татса ҫурсан та аван пулӗччӗ», — уйланса тӑчӗ Улькка аппа хура курак (ялти кайӑк-кӗшӗк атаманӗ) янахсӑрланаса кранклатнипе, пуҫтах, пиртӗклӗ салакайӑксем хӑлхана йӳҫӗхтерсе чӗриклетнипе, хӗрлӗ пӗсехеллӗ вӗтӗ кайӑксем — ҫӗр ҫинчи илем хыпарҫисем — ӑс-тӑна кӗмӗл саслӑн минретсе, чун-чӗрене ырӑ тӑвӑнтарса, чечеклентерсе, чӗрӗ пурнӑҫ сӗткенӗпе шӑварса чӗвӗлтетнипе янӑраса тӑракан анкартине тухсан.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Вӑтам шкулта пухнӑ пӗлӗве тӗрӗслекен экзаменсем тытмалла, чуна ҫывӑх специальноҫа туптама аслӑ шкула вӗренме кӗмелле, ҫӗршыва хӗсметре сыхламалла, ҫемье ҫавӑрмалла — пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ, хӑйӗн сехечӗ, хӑйӗн саманчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗрре лаша утланнӑ пек, тепре тытмалла вылянӑ ачасем.

то в лошадок, то в догонялки.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Анчах та ҫакна асра тытмалла: вӑл пастӑсемпе кашни кун усӑ курни шӑла сиен кӳме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Анчах этем хӑйӗн телейӗшӗн хӑйӗнех кӗрешмелле, ман ҫине кӑна шанмалла мар: ачаранах вӗренмелле, ӗҫлемелле, Ҫӗре тата ун таврашне пӑсмасӑр, таса тытмалла, унпа тӗллевлӗ, перекетлӗ усӑ курмалла; чӗрӗ ҫутҫанталӑкри эпӗ хывнӑ саккунсене3 тӗпчесе тупса, вӗсемпе килӗшӳллӗн, виҫепе чикӗрен тухмасӑр хӑйӗн пурнӑҫне ӑнтармалла, пуянлатмалла, илемлетмелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иккӗмӗш класри пек пӗр-пӗринпе тытмалла выляймӑн ӗнтӗ, пуҫра та шухӑшсӑр шухӑ ҫил ачисем ҫаврӑнса-пӗтӗрӗнсе, алпастӑланса ҫӳреме пӑрахнӑ, унта аслисен чӑн пурнӑҫ «пуҫватмӑшӗсем», ӗҫӗ-хӗлӗ, тӗллевӗ-ӗмӗчӗ сӑмсаланасшӑн, тӗвӗленесшӗн, тымарланасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Атьӑр тытмалла выляр!» — терӗ Рая ҫакӑн хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытти ачасен пекех, пӗрремӗш класра вӗренекенсен те уроксем хушшинчи пысӑк тӑхтавсенче класра е коридорта тӗпӗртетесси, алхасасси, уяр ҫанталӑксенче шкул килхушшинче тӗлсӗр-палсӑр чупкаласси, ихӗрсе-ҫихӗрешсе апла та капла (ытларах тытмалла) вылясси те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ман шутпа, ҫав тӗрлӗрен цангӑсене, вкладышсене ӗҫ улӑштарнӑ хыҫҫӑн пурин те пӗрле тытмалла.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех