Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыткалатӑп (тĕпĕ: тыткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана, чӑнах та, юрамасть, хӑнасем валли ҫеҫ тыткалатӑп, — именчӗклӗн ӑнлантарчӗ Антонов.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав хушӑрах манӑн пуҫа шухӑш килсе кӗчӗ: эпӗ кружка ҫавӑрса тытрӑм, шыв ӗҫетӗп, айӑпа кӗмен пек пулатӑп, ӗҫме ҫеҫ килнӗ пек хама тыткалатӑп, эсир ӑнланатӑр-и…

Между тем мне пришла в голову мысль: я схватил кружку, и делаю вид, что пью воду, что не виноват, а только пью, вы должны понимать…

VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Чее план: Маринка килет — хама эпӗ ку мана нимӗн чухлӗ те пырса тӗкӗнмен пек тыткалатӑп пулать.

План хитроумный: Маринка приходит, а я делаю вид, что меня это не касается.

6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Пӑхӑр-ха, мӗнле эпӗ ӑна лайӑх тыткалатӑп!

Посмотрите, как ловко я с ним обращаюсь!

ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Халӗ эпӗ пит те хастарланса кайрӑм, анчах ҫав хушӑрах хама хам асӑрхануллӑн тыткалатӑп.

Я веду себя храбрее, но вместе с тем и осмотрительнее.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Сирӗн пата ӗнер ҫеҫ килтӗм, анчах хама хам килти пекех тыткалатӑп, нимрен те хӑрамастӑп, калас тенӗ — ҫавна калатӑп…

— Вчера к вам приехала, а веду себя как дома, ничего не боюсь, говорю что хочу…

II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Эпӗ хама епле тыткалатӑп вара?

 — Какое есть мое поведение?

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Сирӗн шутпа, эпӗ кунта хама партилле мар тыткалатӑп пулсан, эсир ун ҫинчен райкома ҫырса яма пултаратӑр!

— Если вы считаете, что я веду себя здесь не по-партийному, то ваше право написать об этом в райком!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Эпӗ хама хӗрача пек тыткалатӑп! — шухӑшларӗ Ксени, Иннокентин лӑпкӑ хусканӑвӗсене сӑнаса, ун хастарлӑхӗпе, тимлӗхӗпе савӑнса.

«Я веду себя как девчонка! — подумала Ксения, следя за лишенными всякой суетливости движениями Иннокентия, радуясь его энергичности, собранности.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ хама мӑнаҫлӑ тыткалатӑп, тата ыйхи те килет…

Я держу себя гордо, а тут еще и спать сильно хочется…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Анчах ҫакна асту: эпӗ вӗрентес енӗпе пит хытӑ тыткалатӑп.

— Только одно имей в виду: я насчет занятий строгий.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Сирӗнпе, ытларахӑшӗпе, эпӗ хама сӗмсӗррӗн тыткалатӑп, — анчах ку таранччен эпӗ пӗр сирӗнпе ҫеҫ, пӗр сирӗнпе ҫеҫ калаҫнӑ.

С тобою, с огромным большинством, я нагл, — но только с ним, и только с ним я говорил до сих пор.

III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫынни эсӗ лайӑх, лӑпкӑ, ӗҫместӗн, пӗр сӑмахпа каласан — усал мар, а вӑл, шуйттан хӗрарӑмӗ, ҫавӑнпа усӑ курать те: сан ҫине утланса ларнӑ та хӑвалать те хӑвалать; хӑвалать те халӑх умӗнче мухтанать тата: «Акӑ мӗнлисене тыткалатӑп эпӗ!»

Парень ты хороший, смирный, непьющий, одним словом — не дюже лихой, а она, кусок стервы, тем и воспользовалась: села на тебя верхи и погоняет, да ты сам знаешь, парень, чем она тебя погоняет; погоняет да ишо и гордится перед народом: «Вот, мол, я каких объезживаю!»

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр тесен, тен, эпӗ кӑмӑл туртӑмӗ хыҫҫӑн кайса ҫапла шутлатӑп пулӗ: ун умӗнче эпӗ хама ҫемҫешкеленсе тыткалатӑп

Впрочем, может быть, я пристрастно сужу: у меня к ней слабость…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл, ӑна турӑ пӗлет-и тен, темле тӗрӗс мар шутлать те, сехетсерен вӑйя малалла тӑсса пырать, пӗр сӑмахпа каласан, — хама ирӗке вӗҫерӗннӗ ачапа пӗрех тыткалатӑп.

Он считал бог ведает как, час от часу умножал игру, словом — вел себя как мальчишка, вырвавшийся на волю.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех