Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыткаласа (тĕпĕ: тыткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эрхип Григорччӑ тенӗрен, ҫавӑ ячӗ-ха сан патна, ачамккай, — вӑрттӑн шухӑш пӗлтернӗ пек шӑппӑнрах калаҫма пуҫларӗ Сӑпани, ҫеҫкеллӗ тутӑр ҫӳҫине тыткаласа лараканскер.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвак ҫӑм тутӑр ҫыхнӑскер, тулалла тухнӑ ҫӳҫ пайӑркисене шалалла юсаса кӗртрӗ, кивӗрех фуфайка ҫухине хупланӑ тутӑр ҫӳҫисене, кам та пулин татса илмен-ши тенӗ пек, тыткаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вырӑнӗ-вырӑнӗпе кӗрт хывса кайнӑ ҫулпа васкамасӑр утать вӑл, ҫанталӑк сивӗрен ҫӑм алсипе сӑмси тӑррине тыткаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫтаппан, тирӗсене тыткаласа пӑхасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫ пӑврӗ пуль, куҫ пӑврӗ пуль, — купӑсне тепӗр хут тыткаласа пӑхрӗ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка мучи, вӑхӑт-вӑхӑт урапа ҫинчен шӑвӑнса анса, ытти лавсемпе юнашар утать, ут таврашсене тыткаласа тӗрӗслет, юсакалать, ҫамрӑк лавҫӑсем шӑрӑхра тӗлӗрсе-ҫывӑрса ан кайччӑр, тет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Богданов, хӑйне ӗҫченле ҫын пек тыткаласа, Миххапа унӑн тус-йышӗсене хирӗҫ пычӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Баронӗ вара, хӑйне хуҫа умӗнче мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, чӗлхи ҫине мӗн килнине пӗтӗмпех сӳпӗлтетрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Салам, салам! — хӑйне аран тыткаласа хуравларӗ Ваҫли.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн пӳрнисене, хӑлхисене, ҫӳҫне тыткаласа выля пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук вӗсене тепӗр хут тыткаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан васкаса пычӗ те ещӗке ҫӑмӑллӑнах тыткаласа тӑратса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Койка пуҫӗнчен тыткаласа ҫеҫ ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Асаплансах ҫитнӗ ача варне алӑпа тыткаласа сӑтӑрса пӑхать, шӑтнӑ пушмак пуҫӗнчен тухса тарма тӑнӑ ура пӳрнисене пытаркалать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Оазисра пурӑнакан ҫынсем хаклӑ шывӑн тумламӗсене пит тирпейлӗ тыткаласа усӑ кураҫҫӗ.

Жители оазиса бережно пользуются каждой каплей драгоценной влаги.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ерипен ҫӳлелле кармашса тыткаласа хӑпарма пуҫлатпӑр.

Начинаем медленно карабкаться вверх.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл Павлик ҫирӗппӗн тыткаласа, пальто тӑхӑннӑ пек, аллине парашют лямки хыҫне кӗртсе янине, ҫав вӑхӑтрах темиҫе резинпа тыттарса ҫирӗплетнӗ симӗс тӗркене ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтса янине тимлӗн сӑнаса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ирӗкрех тӑвас пулать, — купари кирпӗче тыткаласа пӑхрӗ Ваҫҫа.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле уткаласа ҫӳренӗ май панулмисене тыткаласа пӑхать.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле улмуҫҫи турачӗсене ытараймасӑр тыткаласа пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех