Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыткаламан (тĕпĕ: тыткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урӑх кӗпе шырарӗ, халиччен нихҫан та кӗпе-йӗм тыткаламан пирки тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах вӗсем хӑйсене командир пек тыткаламан тата хӑйсем иртӗхсен те ыттисене кансӗрлемен.

Но они не строили из себя командиров и сами кутили и другим не мешали.

XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Тепӗр тесен, ун хӗрӳлӗхӗнчен никам та раснах тӗлӗнмен — хӑйне пӗр вӑл анчах ҫапла тыткаламан.

Да никто особо и не дивился его горячности — не один он вел себя так.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах темиҫе ҫул хушши никам та тыткаламан пирки вӗсем пӗтӗмпех тутӑхса кайнӑ.

Но они так долго лежали у меня без употребления, что совсем потускнели.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл хӑйне пӗртте партин ертсе пыракан работникӗ пек тыткаламан.

Покорный вел себя не так, как следовало руководящему партийному работнику.

VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Унӑн капӑрлатса пӗтернӗ пуҫӗ хаклӑ йышши чулсем, бриллиантсем пуснипе усӑннӑ пекех туйӑннӑ; хушӑран вӑл, асӑрхасах тыткаламан алӑ йӗппе-мӗнпе перӗнкеленӗ хыҫҫӑн, ҫӳҫенсе чӗтренкелесе илет, анчах шарламасть.

Голова ее томно клонилась под тяжестью бриллиантов, она слегка вздрагивала, когда неосторожная рука укалывала ее, но молчала.

XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех