Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытасшӑн (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӑнах, каласа пар-ха! — Микулана куҫ умӗнче ытларах тытасшӑн сӑмах хушрӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл тем пулсан та Атӑлкасси улпучӗ пек куҫ ытамне вырнаҫайми ҫӗр тытасшӑн, шутласа кӑларайми выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Мана суйса тытасшӑн ку ҫӑткӑн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нурулла, тепӗр хут чӗлпӗртен ярса тытасшӑн пулса, темиҫе хутчен те ӑна хирӗҫ тӑчӗ, анчах ҫук, тытаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вара ҫавӑн ҫинчен те шутлатни, Иливан? — йӗкӗте каллех алӑран тытасшӑн пулчӗ Сарье.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кама шанса алла хӗҫ тытасшӑн эсӗ, Мамич-Бердей? — лешӗ кайма хатӗрленсе ура ҫине тӑнине курса юлашки хут ыйтрӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кур-ха, лаша таканлаттармалла унӑн. Пӗлетпӗр эпир мӗнле лашана ҫилхерен ярса тытасшӑн эсӗ!

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кур-ха, кампа туслӑ ҫыхӑну тытасшӑн вӑл — вырӑссемпе.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хальхинче эс аяккалла каяс пулсан ӑҫталла ҫул тытасшӑн?

— А дальше куда путь держать думаешь?

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем сана хӑвна мар, санӑн чунна тара тытасшӑн пулнӑ.

Они ведь согнуть тебя хотели, душу твою заковать в цепи.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шухӑшепе Яка Илле кӑшкарса ярса ҫынна ҫухаран ҫавӑрса тытасшӑн, анчах хӑй кампа калаҫса тӑнине астӑвать те нимӗн те тумасть.

Илле от неожиданности чуть было не крикнул и не схватил за рукав вора, но вспомнив, с кем имеет дело, безропотно спросил:

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах тӑшман пур: чун сӳлерӗ, Пӗтерчӗ канӑҫа пачах; Хӑр шухӑшпа Ишут ҫӳрерӗ, Тытасшӑн супрӗ хӗл каҫах.

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Курать: ҫитеҫҫӗ, — пуҫ таймарӗ, — Хаяр, тискеррӗн урмӑшса, Ӑна тытасшӑн тӑрмашса.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Фон-Брант, Ступишин, Панин граф Пугачева пӳлме шутларӗҫ, Пӗрин патне тепри хутларӗҫ: Ӑна тытасшӑн ункӑра.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫынна хур тума пынӑ эсремете хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ, Максуд, чӑх тытасшӑн явӑнса ҫӳрекен хурчкана ухӑпа персе ӳкереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сафа-Гирей пысӑк чӑрмав кӳрес ҫук — вӑл каялла Хусана ҫул тытасшӑн.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ывӑлӑм, эпӗ вӗт ку, аҫу, — тытасшӑн пулчӗ ӑна Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫленӗрен вӗсем малашне те сирӗнпе ҫыхӑну тытасшӑн.

Взаимная работа была настолько эффективной, что с вами решили продолжить сотрудничество.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах Сулейман ав ӑна темшӗн малашне те Хусантах тытасшӑн.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗтрекен аллисем пурттине лайӑх тытасшӑн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех