Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туянмалӑх (тĕпĕ: туян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата пӗр пин тенкӗ пухсан, «Жигули» туянмалӑх пулать.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Кайран, каникул вӑхӑтӗнче, Раман ҫу каҫипех плугарьте, комбайнер помощникӗнче ӗҫлерӗ, аттестат илес куна тесе костюм, шурӑ кӗпе, галстук, пушмак туянмалӑх укҫа турӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрсем пусма-тавар туянмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илес тесе хуласене тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

— Ашшӗ ытлашши пӑлханса ӳкесрен кӑна ывӑлӑм ӑна ҫӑмӑл машина туянмалӑх укҫа ӗҫлесе илсен каялла таврӑнатпӑр тенӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Машина туянмалӑх укҫа пухатпӑр та тӑван ялах таврӑнатпӑр», — ҫапла ҫырать-ха ывӑл, анчах пӗрре ялтан тухсан каялла ҫул шыракан сахал.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Укҫа мучин кӑкӑр умӗнчи кӗсьере пӗр витре кӗрекен чӳлмек туянмалӑх кӑна мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Апла пулсан, пар-ха кивҫен пӗр-ик кунлӑха китти-митти пӗр пулштух ҫуттине туянмалӑх.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫапла майпа вӗсем, ҫамрӑк «предпринимательсем», пус ҫумне пус хушсах учебниксем, хут-кӑранташ туянмалӑх та, лавкара тутанса пӑхмалӑх пӗремӗк илме те укҫа тукалатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Нивушлӗ сан лашуна туянмалӑх укҫа тупаймӑп тесе шутлатӑн?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун хыҫҫӑн вӗсем хыпалансах уйрӑлса кайрӗҫ: вӑхӑт кӑнтӑрла тӗлне ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ушкӑн валли пӗр эрне пурӑнмалӑх апат-ҫимӗҫ вара чылаях кирлӗ, туянмалӑх пур, ҫавӑнпа Валет ку ӗҫе вырӑнти тусӗсене те явӑҫтаратӑп терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Демобилизаци чухне кирлӗ тесе пухнӑ укҫине шеллемерӗ, билет туянмалӑх кӑна хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав тери пысӑк укҫа тӳлеме тивнӗшӗн вӑл макӑрса яма хатӗр ӗнтӗ, унӑн халӗ чӑхсем те туянмалӑх та укҫи юлман.

Он чуть ли не стонал, выкладывая эту чудовищную сумму, и у него уже не хватало денег, чтобы купить кур.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Паллах, гостиницӑна вырнаҫма та пулӑшӗҫ пире, ӗҫшӗн те ҫӑкӑр-тӑвар туянмалӑх тӳлӗҫ.

Понятное дело, и в гостиницу нам помогут устроиться, и за работу какая-то мзда на хлеб на соль перепадет.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Российӑра ҫителӗклӗ таран опыт пухса тата материалсем туянмалӑх 20 000 тенкӗ укҫа улталаса илнӗ те Шварц Германие тухса кайнӑ.

Получив в России достаточный опыт и 20 000 рублей на приобретение материалов, Шварц обманным путем уехал в Германию.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Ҫавӑнта кӑҫал эпӗ хам та ик уйӑх тӑрмашса пӑхрӑм, тӑвар туянмалӑх укҫа пекки пултӑр тесе мар-и.

Нынешним летом я тоже туда подрядился, мол, хотя бы на соль малость денег заработать.

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сана кӑштах та пулин кӗрпе туянмалӑх пултӑр.

Купи немного крупы…

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ме-ха ҫакна, кӑштах сахӑр тавраш туянмалӑх та пулин пултӑр, — Улька амӑшне вӑл виҫ тенкӗлӗх хут укҫа кӑларса тӑсрӗ.

Нате-ка вот хотя бы на сахар, — протянул он старушке трехрублевую ассигнацию.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Итле, шӑллӑм, эп сана хут-кӑранташ туянмалӑх укҫа парса хӑварам-и?

Послушай, Ильяс, я тебе оставлю денег на тетради и карандаши?

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Аттесем хут-кӑранташ илсе парасса кӗтсе тӑмӑпӑр, мӗн кирлине туянмалӑх хамӑр укҫа тӑвӑпӑр тенӗччӗ.

Намеревались купить все необходимое на эти деньги — карандаши, бумагу и прочее.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Явлӑк туянмалӑх та пулин ӗҫлесе килӗр тетчӗ те кукаму, каяттӑмӑр.

Хоть на платок себе заработаете, и то ладно, говаривала бабушка, ну, мы и шли.

XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех