Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туяниччен (тĕпĕ: туян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Эпӗ билет туяниччен чи малтан пулса иртнӗ тиражсен архивне тишкеретӗп.

Куҫарса пулӑш

21 млн тенкӗ выляса илнӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/lotereya-vylyav/ ... ln-3398010

Сӗт-ҫу, кӑлпассипе аш-какайран хатӗрленӗ ытти продукци, пахча-ҫимӗҫ, пылпа тӗрлӗ шыв — туяниччен вӗсене тутанса хаклама пулать.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ҫырулӑх туяниччен ҫак чӗлхесем халӑхшӑн кулленхи пурнӑҫра пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли хатӗр кӑна пулнӑ пулсассӑн, ҫырулӑх тунӑ хыҫҫӑн вӗсем чӑн-чӑн литература чӗлхи, этемлӗхӗн ку чухнехи культурине паллашмалли хатӗр пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Опыт туяниччен унран куҫ вӗҫертме юрамасть.

А пока не наберется опыта, глаз с него спускать нельзя.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пӑшалӗ пӑшал та, ӑна туяниччен упи туртса ҫурать-ҫке, — терӗ пӗр старикӗ, ҫӗрелле пӑхса.

— Пока солнце взойдет — роса очи выест, — сказал один из стариков, глядя в землю.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лавккаран пӗрмай кӗленчеллӗ эрех туяниччен кун пек чылай йӳнӗрех-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Пысӑк, хаклӑ япала туяниччен тӗплӗн шухӑшлӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Лавккаран сывлӑхшӑн сиенлӗ хими имҫамӗ туяниччен, килти пахчари тӑпрана компост хатӗрлесе пуянлатма шутламастпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех