Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туянать (тĕпĕ: туян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушкӑртстан тӗп хули 10 ҫӗнӗ троллейбус туянать, - пӗлтернӗ хула пуҫлӑхӗ Ратмир Мавлиев.

Столица Башкирии закупит 10 новых троллейбусов, сообщил мэр города Ратмир Мавлиев.

Уфа вунӑ ҫӗнӗ троллейбус туянать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/ekonomika/2024-0 ... at-3639541

Витри-мӗнӗпех краҫҫын туянать Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вӑт пулать те этем: хӑй те шлепке… тата шлепке туянать, — мӑкӑртатрӗ ман юлташ, йӳҫҫӗн кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Пӗри мӗн туянать, тепри те ҫавнах илет.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӑх та хальхи вӑхӑтра йӑлара усӑ курма тӗрлӗ хими препарачӗсем туянать.

Куҫарса пулӑш

Ҫырмасене каяшпа варалар мар // Ремис Шарафутдинов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d1%8 ... %b0%d1%80/

Ахаль шыва кам туянать вара?

Ну кто вообще обычную воду покупает?

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Кӗҫех «жигули» туянать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Унта вӑл ҫуттине пӗрре мар, икӗ кӗленче туянать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑн та, Макар яланах арӑмне пулӑшма хатӗр, анчах ӑна пӗр ӗҫ те хушмалли ҫук: кӗпе ҫума хушсан — вӑл, вӑйлӑскер, кӗпе ҫӗтӗлсе кайичченех ҫӑвать; яшка пӗҫерме хушсан — астумасӑр икӗ хутчен тӑвар ярать, пӗррехинче вӑл кастрюле тӑвар вырӑнне пӗр кашӑк сахӑр янӑччӗ; пасара хӑйне пӗччен ярсан — мӗн те пулин юрӑхсӑр япала туянать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗтӗ шӑрҫине, тенкине тата ытти хатӗре вӑл Шупашкарта, Канашра е Вӑрнарта туянать.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

«Акӑ мӗнпе пӑшалсем туянать иккен вӑл», — шухӑшларӗ ывӑлӗ, стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан икшер кӗпҫеллӗ виҫӗ пӑшал ҫинелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

«ZOV Вурнары» ушкӑн, палӑртмалла, кашни япалана ҫар процесне шута хурса туянать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Вӑл кашни литра чӑркӑшса йышӑннине лайӑх пӗлекен хуҫа килти хуҫалӑхсенчен тиркешсе туянать.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Паҫи валли ҫӳпҫе туянать

Сюпсе Пазе купить хочет…

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мускав ҫӗнӗ ҫӗрсем, ҫӗнӗ хуласем туянать, Хусан халиччен хӑй аллинче тытса тӑнӑ ҫӗрсене те ҫухатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт лартать те арӑм хыҫҫӑн арӑм туянать.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗлӗк вӑл Тукай хушмасӑр ниҫта та каймастчӗ, хӑй тӗллӗн пӗр ӗҫ те тумастчӗ, халь кур-ха: Хусана, пасарсене унран ыйтмасӑр ҫӳрет, тутар мӑрсисемпе паллашать, ӑна пӗлтермесӗрех ҫӗнӗ анасем туянать.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паян, кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре, Джесси хӑйӗн ҫуртне сутмалли документа алӑ пусать, ҫак сумма ҫумне мӗн пур укҫине хушать, хаклӑ хутсене сутать те — начарах мар ҫирӗм ултӑ ахах, ҫавӑн пекех килне таврӑнма билет туянать.

Сегодня, в час дня, Джесси подписывает продажу своего дома, добавляет к сумме всю наличность, продает ценные бумаги и покупает двадцать шесть недурных жемчужин, а также билет для возвращения домой.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кам вӑл, мӗнлескер, мӗншӗн кашни кунах чечек туянать?

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл хӑй те кӗнеке туянать.

Он и сам покупает книги.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех