Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухӑпӑр (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем килкеличчен мунча кӗрсе тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Талккӑшӗпех тӑрӑнатпӑр вӗт-ха вӑрман ҫине, тасатса, ҫап-ҫара туса кӗрсе каятпӑр, варринче унта нумай мар, ҫав тӗле ҫитсен, каялла уй тӑрӑх утса тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗнех вара, виҫҫӗмӗшне те пӑхса тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир инвестицисемпе проектӑн калӑпӑшӗн ыйтӑвӗсене пӑхса тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Инди компанийӗ «Ҫӗнӗ Шупашкар» уйрӑм экономика зонине кӗме пултарать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/indi ... omika-zoni

Ҫитес эрнере пӑрҫа ҫапма тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

— Таврӑнтӑр-ха, каллех хире тухӑпӑр, — тӗттӗм чӑланта сасӑпах калаҫса илчӗ Пахом Петрович.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Вулакансене вара тытма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе, эпир 1964 ҫулта кӑларма палӑртнӑ илемлӗ литература произведенийӗсене тематика енчен пӑхса тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

«Тапӑнмалла, халех тапӑнмалла. Тен, ҫӑлӑнса тухӑпӑр!» — шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Часах ҫула тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унти халӑха ҫӗклӗпӗр те, пысӑк ҫар пухса, сана пулӑшма тухӑпӑр, вара санпа пӗрле телейлисен ҫӗршывне ҫитичченех пырӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрӗ, акӑ, кӑвак юмана пуҫ ҫапӑпӑр та ҫула тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Утсене кантарӑпӑр та каҫкӳлӗм ҫула тухӑпӑр! — пурне те хыттӑн пӗлтерчӗ Ахмар.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тӑхта-ха, — чарчӗ ӑна Хусанкка, — кирлӗ мар, эпир хамӑрах картишне тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Акатуй иртсен тепӗр кун ирпе ирех эпир вара ҫула тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫӗ енче вӑрман, умра типӗ вар, — Пирӗн пухӑра пурмис кирлӗ мар: Хамӑр ӗҫе хамӑр пуҫпа шутлӑпӑр, Кӑҫал пуснӑ пусмӑрлӑхран тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпир ҫав часовойне тӗп тӑвӑпӑр та пур ҫӗре те шыраса тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗҫӗр ҫӗрле кайса, хамӑр киле кӗрсе тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Пурте сыснаран тӗслӗх илме пуҫласан, мӗн патне ҫитсе тухӑпӑр?

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Вӗсене каласа ӑнлантарӑпӑр та кӗҫӗр виҫҫӗмӗш сменӑна ӗҫе тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эпир вӗсене ак ҫапла, икӗ йӗркепе лартса тухӑпӑр, варринче ҫул, аяккисемпе саксем.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех