Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухсах (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫӗ витӗрех курмастчӗ те, кил-ҫуртран таҫта пӑрӑнса тухсах ҫӳреместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялтан тухсах кайрӗ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Исай Ваньккинне вара мӗнпур тыррине кӗлетрен шӑпӑрпа шӑлса тухсах илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Эпир те тухсах пӑхрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Юрӑ-кӗвӗрен вара уйрӑлас ҫук, май пур таран халӑх умне тухсах тӑрӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Тепӗр тесен, хирӗҫ чупса тухсах мӗскӗнленме те кирлӗ мар-тӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович ача чухнехи тусне хирӗҫ тухсах сывлӑх сунас тесе ури ҫине тӑчӗ, алӑк патнелле икӗ-виҫӗ утӑм тунӑскер каялла таврӑнчӗ, каллех пукан ҫине вырнаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Нимӗҫсем тӗлӗннипе траншейӑран кӑкӑр таран тухсах пӑхма тытӑнчӗҫ, пӑхакансен йышӗ хӑвӑрт ӳссе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Вӑрмантан кӑмпаҫӑсем тухсах пӗтмен пулӗ-ха!.. —

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫаксем пурте вӑл темле тискер кайӑкла урса кайнине, виҫерен тухсах тарӑхнине пӗлтерчӗҫ.

Все это выражало какую-то дикую, бессмысленную злобу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Малашне те кун пекех пурӑнатӑн пулсан, килтен тухсах кай, кирлӗ мар мана сан пек упӑшка.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Хветӗр салтака кайиччен мунча лартайманччӗ, Парамун хӑй мунчине куҫарса килчӗ, ҫулла кил-ҫуртне сутса ячӗ, вара хуралран тухсах ҫамрӑк арӑмпа пурӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тата мӗне кирлӗ-ха ҫулсен иртсен ӑсран тухсах чӗре хыҫҫӑн кайни?

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Мавра аппа, эпир тухсах ҫӳреместпӗр те, ним пӗлмесӗрех пурӑнатпӑр…

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тухсах пӗтмесен вара… — иккӗленчӗ Гури.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах тутарсем вырӑссене нимпе те хӳме ҫывӑхне ярасшӑн мар: хуларан пӗчӗк ушкӑнсем тухсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку чечексене вӑл пахчана тухсах татнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳртрен те тухсах ҫӳремест-ши вара?

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хӑш-пӗр чух макӑл пӑхан та эс, ман чун тухсах каять.

душа в пятки уходит.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аякран килнӗ ҫынна чӑваш килӗнчен тухсах ӑсатса яма тӑрӑшать.

Гостя, пришедшего издалека, хозяин провожает, как правило, выходя вместе с ним за ворота.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех