Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухсанах (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Председатель ҫынсемпе вӑрҫса туллашса чӗтрене еретчӗ те «эпӗ нервнӑй больной!» тесе ҫуйӑхатчӗ, ҫӑва тухсанах вара, хӗрсе ӗҫ пынӑ вӑхӑтра, колхоз укҫипе икшер уйӑха курорта туха-туха каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана, урама чупса тухсанах, пӳрт умӗнчи йывӑҫсен сулхӑнӗпе хаваслӑ хӗрсен ушкӑнӗ шавласа пынине курчӗ, вӗсене палласа илчӗ: пӗр бригадӑри хӗрсем иккен…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ӗҫрен тухсанах ун патне кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫырӑва вуласа тухсанах эпӗ сестраран манӑн документсемпе тӗрлӗрен хутсем, ну, салтак япалисем ӑҫтине ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Ҫырӑва вуласа тухсанах ҫурса пӑрах. Ку ҫырӑва сансӑр пуҫне никам та вулама тивӗҫлӗ мар».

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӳртрен тухсанах сивӗ ҫатӑрласа ярса илчӗ ҫан-ҫурӑма.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Варукпа Роза ячӗсем тухсанах, ҫамрӑксем сӗрлесе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ма кӳлтӗм-ха ку чӑрсӑр юпаха? — тесе пӗрре мар шухӑшланӑччӗ Мария Тимофеевна Тӑмпайран ҫула тухсанах, анчах пӗр тухнӑ-тухнах, каялла ҫаврӑнасси килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынсем хапхаран тухсанах вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе Кулюкка тайӑлса кайрӗ, кӗлетрен тухнӑ чух чутах ӳкмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫутӑран тӗттӗме тухсанах куҫ курми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫӑ ҫӗре тухсанах, хирте хӑлаҫланса утакан салтака курчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял Совет пӳлӗмӗнчен тухсанах вӑрӑм коридорпа иртнӗ чух колхоз правленийӗпе ял Совет пӳлӗмӗсене тирпейлесе пурӑнакан Сӑпанипе тӗл пулчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Правленирен тухсанах, Архип Григорьевича Хумкка мучи тытса чарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслӑ ҫула тухсанах ӑйӑрӗ те пӗр кӗвӗпе ярӑнса юртма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ачасем! — кӑшкӑрчӗ Хумкка, улӑхран тухсанах.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Богданов коридора тухсанах, ун патне Костьӑпа Емелька васкаса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем сӗтел хушшинчен тухсанах ыранччен, тен, яланлӑхах уйрӑлма тивессе аван ӑнланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана турӑ амӑш иккуни айӗнчен тухсанах ывӑл ача ҫуратассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урама тухсанах хӑйсене Михха таптаса каяссӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнана каякансем вокзалтан тухсанах хӗрсемпе яшсем хайхи кам мӗн тӑвас тет ҫавна тӑва пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех