Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухнисем (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсемсӗр пуҫне Акай тӑхӑмӗнчен тухнисем те пурӑнаҫҫӗ.

Кроме них, живут представители подрода Акай.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Халапсем тӑрӑх яла ҫавӑн пекех Мелекасово ялӗнчен тухнисем куҫса килнӗ, ҫакна икӗ ялти пӗрешкел йӑх тӑрӑмӗсем пурри ҫирӗплетет: Метейпе Тугыз.

По преданиям в деревню также переселились выходцы д. Мелекас, что подтверждается наличием в обеих деревнях одинаковых родовых подразделений: Метей и Тугыз.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

10,2 % — Кӑнтӑр Азирен тухнисем, ҫав шутра 5,7 % — бенгалсем, 3,6 % — индисем тата 0,9 % — пакистансем;

10,2 % — выходцы из Южной Азии, в том числе 5,7 % — бенгальцы, 3,6 % — индийцы и 0,9 % — пакистанцы;

Лондонри Камден // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B2%D3%97)

Провинцири халӑха этника тӗлӗшпе пухсан: хура ӳтлисем — 86,8 %; шурӑ ӳтлисем — 4,2 %; тӗрлӗ тӗслисем — 1,4 %; индирен тухнисем тата азинчи ытти тӑрӑхсен сӑнӗллӗ ҫынсем — 7,4 %.

Этнический состав населения провинции: чёрные — 86,8 %; белые — 4,2 %; цветные — 1,4 %; лица индийского и другого азиатского происхождения — 7,4 %.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Ванюшӑн купӑсӗсӗр вӑййа тухнисем тунсӑхлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулсем иртеҫҫӗ, аннене вӗренсе тухнисем манмаҫҫӗ: уявсемпе саламлаҫҫӗ, ун патне ҫыраҫҫӗ, шӑнкӑравлаҫҫӗ.

Проходят годы, а мамины ученики не забывают ее: поздравляют с праздниками, пишут и звонят ей.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Вӗренсе тухнисем хӑйсен пӗрремӗш учительницине манмаҫҫӗ, уявсемпе яланах саламлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Спортӑн ку тӗсне аталантарма ятарлӑ пӳлӗм уйӑрма та чӗнсе каланӑ тӳрӗ лини ҫыхӑнӑва тухнисем.

Куҫарса пулӑш

130 минут пулнӑ тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев халӑха кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хуравланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/15/130- ... h-oleg-nik

Шкулсемпе ача-пӑча учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне мӗнле хатӗрленине тӗрӗслес енӗпе иртнӗ смотр-конкурсра мала тухнисем, вӗрентӳ ӗҫченӗсен спартакиадин ҫӗнтерӳҫисем грамотӑсемпе парнесене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Ку енӗпе ЧПУран, педуниверситетран, аграри университетӗнчен, Мускаври политехӑн кунти филиалӗнчен вӗренсе тухнисем ӗҫе вырнаҫнин проценчӗсем пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

1939 ҫулта кашни пин ҫын пуҫне аслӑ шкултан вӗренсе тухнисем ултӑ ҫын, вӑтам тата ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулсем пӗтернисем 77 ҫын пулнӑ пулсан, 1959 ҫул тӗлне кашни пин ҫын пуҫне 18 ҫын аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ тата 263 ҫын вӑтам шкулпа ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулсенче пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вунӑ ҫын пуҫне пӗри ҫеҫ кӑштах вулама-ҫырма пӗлкеленӗ, аслӑ шкултан вӗренсе тухнисем пӗтӗмпе те 20–30 ҫынтан иртмен.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Апатланса тухнисем те, ҫиме ӗлкӗрейменнисем те.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ку юхӑмри машинӑсем: «Унта пирӗнсӗрех шавлӑ, пирӗнсӗрех йышлӑ! Каяс! Каяс!» — тесе васканӑн туйӑнать; теприсем, стройкӑна ҫитме тухнисем: «Хытӑрах кӗрлетӗр стройка! Улӑп стройкӑн сасси те улӑпла пулмалла! Кӗтеҫҫӗ унта пире, кӗтеҫҫӗ! Ҫитес! Хӑвӑртрах ҫитес!» — теҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Электричествӑпа тивӗҫтерме мӗнле технологипе усӑ курассине хальлӗхе палӑртман-ха, анчах та мӗнпур вариантсене те пӑхса тухаҫҫӗ — проводлисене те, проводсӑррисене те, вӗсен шутӗнче: провод карса тухнисем те пур, ток яракан электричествӑпа тивӗҫтерекен рельссем те, ҫул ӑшне вырнаҫтарнӑ индукци катушкисем те.

Специфическая технология передачи электричества пока не определена, но рассматриваются все варианты — от проводных до беспроводных, включая навесные провода, рельсы с передачей электричества через токосъёмник и встроенные в дорогу катушки индуктивности.

Швецире электромобильсене ҫулпа пынӑ май авӑрласшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34986.html

Ҫапӑнса тухнисем нумаях мар унӑн: виҫӗ-тӑватӑ калав тата вырӑсларан чӑвашла куҫарнисем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Музейӑн «Асӑнмалӑх ҫырнисен кӗнекинче» ҫав кунсенчи кӗске «чун уҫҫисене» вулатӑп та - блокада тамӑкӗнчен тухнисем хӑйсен пурнӑҫӗн Ишек тапхӑрне манманни, ырӑпа аса илни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Тупӑшӑвӑн регионти тапхӑрӗнче мала тухнисем Чӑваш Ен чысне Питӗр хулинче хӳтӗлеме тивӗҫлӗ пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвӗ иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60745

«Халӗ ҫӗнӗ туртӑм вӑй илме пуҫларӗ: хулара ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисем яла пурӑнма куҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Унтан вӗренсе тухнисем театрпа кино, музыка тата литература ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/v-rajone/12640-payan ... ktsi-irtet

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех