Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухаҫҫех (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫӳлте» ыйтса ҫырнисене пӑхса тухаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫӗркаҫхи ӗҫе йӗрлеме тухаҫҫех вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӗн пулсан та, хамӑрӑннисем ҫиеле тухаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хыҫалтан хӑвалама тухаҫҫех пулӗ тесе, юлташсене вӗсене тытса чарма хушса хӑвартӑм.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем пулсан та паян Урасметӑн хан эшкерне йышӑнассинчен хӑтӑлма нимле май та ҫук, лапсӑркка мулаххайлӑ иҫниксем кунта килсе тухаҫҫех, ҫавӑнпа алманчӑ хӑйӗн ватӑ амӑшне апат хатӗрлеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫыранти контрабандистсем Давенанта пурте пӗлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен уйӑхра пӗрре те пулин «Тип ҫӗрпе тинӗсе» кӗре-кӗре тухаҫҫех; хӑна ҫуртне хӑйсен тӗллевӗсем валли майлаштарма пӗрре мар хӑтланса пӑхрӗҫ, анчах вӗсен сӗнӗвӗсем темӗнле тупӑшлӑ туйӑнсан та — Давенант яланах хирӗҫлет.

Все береговые контрабандисты хорошо знали Давенанта, так как редкий месяц не заходили в «Сушу и море» и неоднократно пытались приспособить гостиницу для своих целей, но, как ни выгодны были их предложения, Давенант всегда отказывался.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӗрене пӗр вӗҫӗнчен тытсан, тепӗр вӗҫне тухаҫҫех вара.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем мӗншӗн те пулин хуларан тухаҫҫех.

За тем или за другим, а уж они выйдут из города.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

«Ӗҫлетӗн ҫапла, — шухӑшларӗ Андрей. — Пурте ҫӗкленсе пырать, пурте аван, сана мухтама пуҫлаҫҫӗ, эсӗ кӑштах лӑпланатӑн, туса ҫитермен ӗҫсене пӗрин хыҫҫӑн теприне асӑрхамасӑр хӑваратӑн, анчах вӗсем хӑҫан та пулсан тӑрӑ шыв ҫине тухаҫҫех».

«Вот работаешь, — думал он — Все идет на подъем, все хорошо, начинают тебя хвалить, ты понемногу успокаиваешься и просматриваешь одну недоделку за другой, а они рано или поздно дадут о себе знать».

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑйлӑ ҫил унӑн тураттисене хуҫса амантас пулсан та кӗре тымарӗ вӗсене хӑй сӗткенӗпе сиплетех, алхасуллӑ тӑвӑл унӑн вуллине хуҫса пӑрахсассӑн та (ах, тур-тур) ҫӗнӗ хунавсем тухаҫҫех!

Даже если сильный ветер сломает и ранит его ветки, крепкие корни излечат их своим соком, если ураган сломает его ствол (ах, боже-боже) появятся-таки новые ветки!

Тӑван чӗлхе тымарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7348.html

Вӗсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ тапхӑрта «Россвязь» «Ростелеком» ПАОпа пӗрле «Цифрӑллӑ танмарлӑха пӗтересси» программӑпа килӗшӳллӗн Интернет уҫлӑхӗпе усӑ курма май туса панӑ 2,5 пин ял-хула ҫумӗпе иртеҫҫех е кӗрсе тухаҫҫех.

Они в рамках своей работы будут проезжать и посещать те 2,5 тысячи населенных пунктов, где по программе Устранения цифрового неравенства Россвязь совместно ПАО "Ростелеком" установили точки доступа в Интернет.

Почта маркине ҫырава халалланӑ // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

17. Ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн калать: санӑн арӑмна хулара мӑшкӑл тӑвӗҫ, ывӑлусемпе хӗрӳсем хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ, санӑн ҫӗрӳ чикӗ вӗренӗпе пайланӗ, хӑв эсӗ таса мар ҫӗр ҫинче вилӗн, Израиле вара хӑй ҫӗрӗнчен илсе тухаҫҫех, тет.

17. За это, вот что говорит Господь: жена твоя будет обесчещена в городе, сыновья и дочери твои падут от меча, земля твоя будет разделена межевою вервью, а ты умрешь в земле нечистой, и Израиль непременно выведен будет из земли своей.

Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех