Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухатчӗҫ (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пассажирсем пӗр-пӗринпе тӗрткелешсе-ҫапӑҫса ҫула тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Районсене, ялан тенӗ пекех, рейса илемсӗр, мӑран, вӑйсӑр, халь-халь ҫӗмӗрӗлсе ларас пек туйӑнакан автобуссем тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Вӑрҫӑччен пирӗн ялта хӗрсемпе каччӑсем каҫсерен урам вӑййине тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Йывӑҫ каснӑ ҫӗртен вӗсем Мерчӗке тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та сахал-и, — сассисене чӗтретсе, кӑмӑлсӑррӑн тухатчӗҫ арӑмсем Лашмансен ҫуртӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата хӗҫ-пӑшаллӑ салтаксене астӑватӑп, вӗсем хӑвӑрт-хӑвӑрт утса пирӗн ял витӗр тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Анчах Хусанкайӑн пысӑк ӗҫӗсем яланах маншӑн кӗтмен ҫӗртен «йӑтӑнса» тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ирхине ирех урама тухатчӗҫ те вӗсем, пӗри шӑхличне шӑхӑртса, тепри купӑсне каласа, кӗтӳ хӑваламалли вырӑналла утатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Каҫхине вара урама вӑййа тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Эпӗ мӗнле кӗнекесем вулани ҫинчен, мӗнпе ытларах интересленни ҫинчен ыйтса пӗлетчӗ вӑл, анчах хам унпа калаҫма та вӑтанаттӑм, сӑмахсем, темле, ҫыхӑнусӑр тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ӑтӑрсем ҫавӑнта апат ҫиме тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каялла вӑл машинӑсем ҫине аманнӑ салтаксене тиесе тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

— Канаш пасарне Шӑхальтен кӑҫатӑ сутма чылаййӑн тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Маларахри ҫулсенче районти уявра та илемлетсе кӳлнӗ лашасем чылаййӑн тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi

Чип-чипленсе кайнӑ урасем мана ҫил арманӗ патне илсе тухатчӗҫ, унтан сулахаялла пӑрӑнса, тусанлӑ ҫул тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫывӑрса каяттӑмӑр та, лашасем калча ҫине тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Янтул кӗсйисем мӗн те пулин чиксе ҫӳренипе мар, арӑмӗ пӗрмай ухтарнипе тӑпӑлса тухатчӗҫ пулмалла.

В самом деле, карманы у Яндула дырявились не потому, что он носил в них какие-нибудь тяжелые вещи, а оттого, что жена постоянно в них шарила.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтанхи вӑхӑтра ӗҫре кӑлтӑксем те сиксе тухатчӗҫ, туса илнӗ продукцине вырнаҫтарма май ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Унта ҫамрӑксем ҫуллахи ӑшӑ каҫсенче вӑййа тухатчӗҫ.

В теплые летние вечера молодежь выходила туда на игры.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Надежда Кондратьевнӑн шурӑ ҫамки ҫине вӗтӗ тар пӗрчисем тапса тухатчӗҫ, килӗшӳллӗ пит-куҫне хӗрлӗ сӑн ҫапатчӗ.

Ее чистый лоб покрывался каплями мелкого пота, милое лицо румянилось.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех