Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пырас ман патӑма — пӗрле тухаттӑмӑр…
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
— Хамӑр та вӑйӑ картинчен пӗр-пӗр хӗре ҫавӑтса тухаттӑмӑр та ҫапла ӑҫта ҫитнӗ унта чарӑнса пӑшӑлти пӑтти пӗҫереттӗмӗр ҫав…
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Кашни вырсарникун эпир пӗрле пасара тухаттӑмӑр, туянмалли ӑпӑр-тапӑрсене пӗрле канашласа туянаттӑмӑр.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Пирӗн ҫинчен Тукмак Тукмаковӑн фельетон та пулин ҫырасчӗ хӑть, ҫавах чапа тухаттӑмӑр.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Йӗпе вӑхӑт сукмаксене те хӳмесен хӗррипе кӑна хӑварсан, кассене гусеницӑллӑ тракторсем кӑна кӗреекен вӑхӑт ҫитсен урама эпир - шӑтӑрнакҫӑсем тухаттӑмӑр.
Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234
Ҫавӑнтах хывӑнса шыва сикеттӗмӗр те ҫыран хӗррине ишсе тухаттӑмӑр.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эпир типӗре сунара тухаттӑмӑр, ҫавӑн пекех — йӗпе-сапара та; кӑнтӑрта та ҫурҫӗрте, анӑҫра та тухӑҫра — яланах сунартаччӗ.В засуху мы охотились, в дожди — тоже; охотились на юге и севере, западе и востоке.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Йӗлтӗрсем ҫук пулнӑ пулсан, эпир кунта пӗтӗм юра ҫӑрса тухаттӑмӑр, — терӗ Степан, чӑтлӑхсем витӗр хӗсӗне-хӗсӗне тухса.— Без лыж мы бы здесь помесили снег, — сказал Степан, пробираясь сквозь лесные заросли.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хӑшпӗр чухне кӗрт ӑшнех вӑркӑнса кӗреттӗмӗр, унтан вара аран тухаттӑмӑр.
11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Апатланаттӑмӑр та хирелле тухаттӑмӑр.
1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вӑйлӑрах заслонсем ҫине пырса тӑрӑнсан, вӗсем пире артиллерирен перетчӗҫ, вара эпир, аяккалла пӑрӑнса кайса, пысӑк кукӑр туса илеттӗмӗр те каллех малтанхи маршрут ҫине тухаттӑмӑр.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпир асламӗшпе, яланхи пекех, картишне хурал тӑма тухаттӑмӑр.
Тӑванла // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫуркунне, ирхине ирех, ҫимӗҫ пахчипе чечек клумбисем валли йӑрансем чавма тухаттӑмӑр.Весной, рано утром, мы выходили копать грядки для огорода и цветочных клумб.
Улмуҫҫи // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Эпир вара ирӗксӗрех унпа пӗрле тухаттӑмӑр.
Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Малалла мӗн калама кирлине самантрах манса кайрӑм, хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑтӑм та кравать ҫинчен — тепӗр вунӑ-вуникӗ минутран ӗнтӗ эпир общежитирен васкаса тухаттӑмӑр.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пирӗн полкри лётчиксем час-часах ҫак «пӗчӗк ҫӗр» ҫине вӗҫмешкӗн заданисем илетчӗҫ: партизансем валли эпир ҫимӗҫсем, хӗҫпӑшалсем, тумтирсем илсе каяттӑмӑр, унтан аманнисене илсе тухаттӑмӑр.
Фрося штурман // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Канмалли кунсенче вара, вӑл пур чухнехи пекех, Мускав тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме тухаттӑмӑр.
Грексен мифӗсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ӗҫе кайма тул ҫутӑличченех килтен тухаттӑмӑр.
Шкула каякан ҫул ҫинче // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Эпир боеприпассемпе тата таварсемпе ҫыран ҫине тухаттӑмӑр та — пӗр тапхӑртах хулана та тытса илеттӗмӗр, унӑн рынокне те ярса илеттӗмӗр.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Том кун пирки акӑ мӗн каларӗ: енчен Джима йӗркеллӗ илсе тухса кайма пултарнӑ пулсан, эпир сулӑпа анаталла, юханшыв вӑррине ҫитиччен каяттӑмӑр — ахальшӗнех, тӗрлӗ мыскарасем тӑвассишӗн кӑна, — малтанах ҫапла шухӑшласа хунӑ-мӗн Том, — ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл Джим ирӗклӗ ҫын иккенне пӗлтерес тенӗ; эпир вара ӑна пӑрахутпа илсе каяттӑмӑр, вӑхӑт ирттернӗшӗн ӑна укҫа тӳлеттӗмӗр, ӑна кӗтсе илме пур негрсем те тухчӑр тесе малтан ҫыру ҫыраттӑмӑр, хулана эпир ӑна факелсемпе, музыкӑпа ӑсатса яраттӑмӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл паттӑр пулса тӑратчӗ, эпир те паттӑра тухаттӑмӑр.
Юлашки сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
- 1
- 2