Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухакансен (тĕпĕ: тухакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1922 ҫулта пӗрремӗш кӑларӑм вӗренсе тухнӑ — унта 28 ҫын (вӗсенчен 3 хӗрарӑм) пулнӑ — 15 историк, 6 философ, 3 литератор, 2 чӗлхеҫӗ, 1 экономист, пӗрремӗш вӗренсе тухакансен йышӗнче — Б. Агапов, С. Джанашиа, Т. Ломоури, А. Чикобава, В. Топурия, К. Бакрадзе, Ир.

В 1922 году состоялся первый выпуск — 28 человек (из них 3 женщины) — 15 историков, 6 философов, 3 литератора, 2 языковеда, 1 экономист, среди первых выпускников — Б. Агапов, С. Джанашия, Т. Ломоури, А. Чикобава, В. Топурия, К. Бакрадзе, Ир.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Тепӗр кун инҫе ҫула тухакансен кӑнтӑрла иртсе икӗ сехет тӗлне Ҫатракассине ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пархатарлӑ ӗҫе пуҫараканӗсем ҫак ялти шкултан 1990 ҫулта вӗренсе тухакансен ушкӑнӗ (ертӳҫи – Марина Виноградова) пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Ҫавӑн пекех ярмӑркка шайӗнче вӗренсе тухакансен харпӑр хӑй тата професси вӑй-хӑватне аталантарас енӗпе ҫивӗч ыйтусем енӗпе «ҫавра сӗтелсем» палӑртнӑ.

Также в рамках ярмарки запланированы «круглые столы» по актуальным проблемам выпускников по развитию личностного и профессионального потенциала.

Пушкӑртстанра "Ӗҫ –ҫамрӑксене!» ваканси ярмӑркки иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/natsi-proekch-se ... et-3372465

Мероприятие кӑҫал 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Стенасен лаптӑкӑшӗпех — шкулпа сывпуллашакансене пурнӑҫра телейлӗ ҫул сунса ҫырнӑ лозунгсемпе плакатсем (вӗсен хушшинче тӗне хирӗҫлесе «шӑл йӗрекеннисем» те), ӑслӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе афоризмсем, кӑҫал ҫак вӑтам шкултан вӗренсе тухакансен сӑнӳкерчӗксен стендчӗ, паллӑ ученӑйсемпе писательсен портречӗсем тата ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрремӗш учитель, класс ертӳҫин сӑмахӗсем те шкултан тухакансен чунӗсене кӗрсе вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne

Уяв сумне шкултан тухакансен тыткӑнлакан хитре ташшисем ӳстерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne

11-мӗш класран тухакансен тав сӑмахӗсем савӑнӑҫлӑ линейкӑна пухӑннисен чӗрисене хускатни аванах сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne

Ҫула тухакансен романтика авӑрне путма хатӗрленмелле.

Тем, кто отправляется в поездку, стоит быть готовыми к романтическому знакомству.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ял шкулӗнчен вӗренсе тухакансен пӗр пайӗ те пулин дояркӑра, трактористра, хуҫалӑх ӗҫ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ ытти специальноҫпа тӑрӑштӑр тесен мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Вӗренсе тухакансен малашнехи пурнӑҫӗнче информации технологийӗпе усӑ курма май паракан пӗлӳпе ӑсталӑха парта хушшинче ларнӑ чухнех туптамалла.

Куҫарса пулӑш

Роботсемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%80%d0%b ... %d0%b0cce/

Унтан та ытларах, вӑл официаллӑ тӗрӗс информацин шанчӑклӑ ҫӑл куҫӗ пулнине вӑхӑт кӑтартса пачӗ, ҫакнах портала кӗрсе тухакансен шучӗ кунне 50 пин ҫынран та иртни ӗненмелле ҫирӗплетет.

Более того, прошла проверку временем его востребованность как первоисточника официальной достоверной информации, об этом говорит статистика посещений, составляющая свыше 50 тысяч человек ежедневно.

Олег Николаев www.cap.ru 25 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/16/gla ... et-s-25-le

Манран маларах тухакансен ӗҫ ӑнманни ҫинчен калаҫни мӗн иртенпех пӗрмай илтӗнсе тӑчӗ: пӗрне нуль, тепӗрне единица лартса панӑ, виҫҫӗмӗшне ятласа тӑкнӑ та хӑваласа кӑларасшӑн пулнӑ т. ыт. те, т. ыт. те.

Все утро только и было слышно, что о погибели тех, которые выходили прежде меня: тому поставил нуль, тому единицу, того еще разбранил и хотел выгнать и т. д., и т. д.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем вӗренсе тухакансен балне хӑнасем пек, ҫитес ҫул ку таранччен никам тӗлӗкре курма пултарайман бал тӑвас ӗмӗтпе ӑмӑртмалла хатӗрленчӗҫ.

Они готовились к выпускному балу как гости, как участники и как соперники, которые через год намерены устроить такой ослепительный бал, какой еще и не снился ни одному выпуску.

Бал // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ҫуллен ял-хула шкулӗсенче аслӑ класран вӗренсе тухакансен йышӗ сахалланнӑран вӗренме кӗрекенсен хушшинче конкурс пӗчӗк шайра е пачах та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫут ҫанталӑка канма тухакансен хӑйсен хыҫҫӑн кӑвайта сӳнтерсе хӑвармаллине те ҫирӗппӗн каларӗ ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Паян «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ячӗпе суйлава тухакансен хушшинче сасӑлав иртет.

Куҫарса пулӑш

Праймериза хутшӑнни мӗне пӗлтерет? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12447.html

Техникумсемпе колледжсем социаллӑ ӗҫтешсемпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫлессине йӗркеленӗ, кадрсене вӗрентсе хатӗрленӗ чухне ӗҫ паракансем вӗренсе тухакансен умне професси пӗлӗвӗ тата хӑнӑхӑвӗ тӗлӗшпе лартакан требованисене шута илеҫҫӗ.

Налажено эффективное взаимодействие техникумов и колледжей с социальными партнерами, при подготовке кадров учитываются требования работодателей к профессиональным умениям и навыкам выпускников.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Паян вӗренӳ тытӑмӗ, бизнес тата ашшӗ-амӑшӗ тухӑҫлӑн тата тӗллевлӗн хутшӑнса ӗҫленине пула ӗҫ паракансен нушисемпе пирӗн шкулсенчен вӗренсе тухакансен професси суйлавӗ хушшинчи шайлашусӑрлӑха тӗппипех пӗтернӗ.

Сегодня благодаря целенаправленной работе и эффективному взаимодействию системы образования, бизнеса и родителей дисбаланс между потребностями работодателей и профессиональным выбором выпускников наших школ практически ликвидирован.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех