Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Паянхи ӑмӑрту ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Илемлӗ те чаплӑ керменте спортсменсене хатӗрленме тата судьясемпе тренерсене ӗҫлеме лайӑх услови туса панӑ. Залра хӑтлӑ пулни хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма тухакан кашни хӗрпе каччӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ку ӑмӑртура мала тухакансем тӗнче чемпионатне хутшӑнӗҫ», - пӗлтерчӗ РФ Спорт аэробикин федерацийӗн президенчӗ Марианна Масленникова.
Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
Мӑрьерен тухакан тӗтӗмшӗн те, чӗрӗ выльӑх-чӗрлӗх хӑй картишӗнче тӑнӑшӑн та тӳленӗ…И за дым из трубы платил, и за то, что скотина живая на базу стоит…
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
1930 ҫулхи январь каҫӗсенчен пӗринче Гремячий Лог хутӑрне ҫеҫенхирелле тухакан чи хӗрринчи тӑкӑрлӑкпа пӗр юланутҫӑ пырса кӗчӗ.По крайнему к степи проулку январским вечером 1930 года въехал в хутор Гремячий Лог верховой.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӑнтӑрла, пӗр-пӗр тӳлекрех вырӑнта (хӗвел ӑшӑтса пӑхать пулсан), чие йывӑҫ хуппин кӑшт кӑна сисӗнекен шӑрши ирӗлекен юр айӗнчен, хӑрнӑ ҫулҫӑсем айӗнчен талпӑнса тухакан ӗмӗртенхи хӑватлӑ ҫӗр шӑршипе хутшӑнса каять.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Коваленко ҫамрӑкскер, ҫӳллӗскер, тӗксӗм сӑнлӑ, шутсӑр мӑн алӑллӑ этем, сӑнӗнченех вӑл баспа калаҫасси палӑрать, чӑнахах ӗнтӗ ун сасси пичкерен тухакан сасӑ пек: бу-бу-бу тутарать…
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Площадьре хаҫат сутса ҫӳрекен ҫын хӑйне лапчӑтса пӑрахма хатӗр трамвай вагонӗсем, пур енчен те киле-киле тухакан вагонсем хушшинче чупкаласа ҫӳренине курсан, «Мов» хӑй кулать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Тусанлӑ сывлӑшра чӳрече кантӑкӗсем, чирленӗ пек, чӗтреҫҫӗ, урапасем рельсӑсене тивнипе тухакан сасӑ янӑраса тӑрать.В пыльном воздухе посеяна болезненная дрожь стекол в окнах, визгливый крик трения колес о рельсы.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫакӑ хайрӑлса тухакан сасӑ, сывлӑша, чуна ҫӳҫентерсе яраканскер, тата тимӗр хӗлӗхӗсем уласа янӑрашни, Ылтӑн хӑвачӗ пусмӑрланипе пурнӑҫ хурланса ахлатни, Сарӑ Шуйттан ахӑлтатса кулса тӑни, — ҫакӑ шӑв-шав ӗнтӗ хулан шӑршлӑ ӳт-тирӗ вараласа пӗтернӗ, лапчӑтса хунӑ ҫӗр ҫинчен ҫынна таҫта аякка хӑвалать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пылчӑклӑ урам кӗтессисенче темле кӑмакасем лараҫҫӗ, вӗсенче тем пӗҫереҫҫӗ, тӑвӑр трубаран тухакан пӑс, труба вӗҫне ҫитсен, шӑхлич пек шӑхӑрса ярать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Унӑн лапчӑнса пӗтнӗ хупӑлчи витӗр выляса тухакан пӑс ача хулпуҫҫине ӑшӑтать.Озорниковатая струйка пара, выбиваясь из-под измятой крышки, касалась его плеча.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Унӑн сӑмса витӗр тухакан сасси хытах янӑрамарӗ пулин те хаваслӑ пекех илтӗнчӗ.Ее гнусавый голос звучал негромко, но — бодро, почти весело.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Сӑмсапа кӑшкӑрнӑ пек тухакан пӑхӑр горн сассине ҫынсем хыттӑн шӑхӑра-шӑхӑра уласа янисем, ҫухӑрнисем хупласа лартнӑ, — ҫынсем ылхана-ылхана ятлаҫнӑ, ӳпкелешнӗ, хӑйсем вӑйсӑррипе хурлӑхлӑн йынӑша-йынӑша илнӗ, ҫитес самантрах хӑйсем вилме пултарассине тата вилӗмрен хӑтӑлса юлма май ҫуккине сиссе, ним тума пӗлмесӗр, пӗтӗм чун хавӑлӗпе харсӑрланса ҫухӑрнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Тепӗр ҫӗрте, хӳме патӗнче, кӗтесре темиҫе теҫетке ҫын пухӑннӑ та вӗсен хушшинче такамӑн хӑвӑрттӑн тухакан, пӑчлана-пӑчлана ларакан сасси ҫилӗллӗн янӑранӑ:
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Эпир тухрӑмӑр та, пӗр-пӗрин ҫине купаланса, картишнелле тухакан пӑлтӑр стенин хӑми ҫурӑкӗсене сырӑнса илтӗмӗр…Мы вышли и, навалившись друг на друга, прильнули к щелям в дощатой стене сеней, выходившей на двор.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Кашни ир пирӗн подвалӑн пӑлтӑралла тухакан чӳречинчен пӗчӗкҫеҫҫӗ, ҫуткам хӗрлӗ питлӗ, кӑн-кӑвак та хавас куҫлӑ сӑн-сӑпат пырса пӑхатчӗ; вӑл янӑравлӑ, ачаш сассипе: — Арестантсем! Кӗлентӗр парӑр-ха! — тесе кӑшкӑратчӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Вӗсен пыртан тухакан сасӑпа калаҫни вятчисен вӑраххӑн тӑстарса, Атӑл ҫинчи вырӑссен ҫирӗппӗн те хӑвӑрттӑн калаҫнипе, хохолсен ҫепӗҫ чӗлхипе хутшӑнса каять.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл ҫав ҫынсене хӗрхеннӗн туйӑнать: ҫак ӗҫченсем хӑйпе хирӗҫ маррине вӑл хӑй ӗмӗрӗнче вӗренсе ҫитнӗ; ку ҫынсем пулӑсем пекех иккенне, вӗсене ҫутҫанталӑкӑн кӗтмен ҫӗртен тухакан инкек-синкекӗсемпе куҫа-куҫӑн тӑрса кӗрешме тивнине, ҫав кӗрешӳре вӗсене ҫутҫанталӑк тавӑрма хатӗр тӑнине тинӗс тахҫанах пӗлнӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унӑн ҫакӑ чӗререн тухакан сассинче ҫутҫанталӑкӑн калама ҫук кӑмӑллӑ сӑрӗсем умӗнче чӑнласа пуҫ тайнинчен ытла хӑйсене илемлӗхе витӗр пӗлсе тӑракан ҫын вырӑнне хисепленине ҫухатасшӑн мар хавхаланакан нумай поэтсен риторикӑллӑ хӑтланӑвӗнчен шухӑшпа туйӑм яланах ытларахчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пӗркеленнӗ питлӗ, тирекен янахлӑ унтер Пришибеев аллисене пӗҫӗ тӑрӑх ласт тӑсать, вара йывӑррӑн тухакан урмӑшнӑ сассипе кашни сӑмахне команда панӑ пек татса калать.
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.
Ҫав наркӑмӑшлӑ сывлӑш сарса выртакан шурлӑха хӑваласа кӗртнӗ телейсӗр ҫынсем пурӑннӑ вӑрман шӑв-шавӗ ҫинчен куҫ умне курӑнмалла, илтӗнмелле, юрланӑ пек, чун тӗпӗнчен ҫатӑртатса тухакан сасӑпа каласа парать вӑл…
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.