Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуҫне вӑл хӗрле хӗрес паллиллӗ шурӑ тутӑр ҫыхса янӑ (ун пеккисене иртнӗ тӗнче вӑрҫинче милосерди сестрисем ҫыхса ҫӳренӗ), ку тутӑр унӑн кӑмӑллӑ пит-куҫне кӑштах хаваслӑ сӑн-сӑпат парса тӑнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем алӑ сула пуҫларӗҫ; мӑн сӑмсаллӑ пӗчӗкҫеҫ карчӑк, кӑвак тутӑр ҫыхнӑ пирки ҫиллес ҫӑхан пекрех курӑнаканскер, пропеллер ҫил кӑларса кӗрлеме пуҫласан, кабинӑра ларакан Дегтяренко патне хӑра-хӑрах пычӗ те ӑна тутӑрпа чӗркенӗ чӑх ашӗ тыттарчӗ; Михайла мучи хӗрарӑмсем ҫине кӑшкӑркаласа, пӗчӗк ачасене хӑваласа машина тавра чупкаларӗ, ҫил ун картузне хывса ывӑтрӗ те пӑр ҫийӗн кустарса кайрӗ, вара вӑл ҫара пуҫӑнах хӑйӗн кукшине йӑлкӑштарса тӑчӗ, унӑн сайра кӑвак ҫӳҫ пайӑркисем ҫилпе хуллен вӗлкӗшрӗҫ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шурӑ тутӑр тӗрлеме, Шурӑ тутӑр тӗрлеме Сар ҫип нумай кирлӗ мар.Чтобы разукрасить белый платок, Чтобы разукрасить белый платок, Желтой нити много не надо.
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
6. Ун хыҫҫӑн Симон Петр та ҫитет, вӑл тупӑклӑха кӗрет те унта пир 7. тата Иисусӑн пуҫне чӗркенӗ тутӑр выртнине курать; хутлатса хунӑ тутӑрӗ урӑх ҫӗрте, пирӗнчен уйрӑм, выртнӑ.
Ин 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Усал ҫын усал ӗҫне тата тутӑр; ирсӗрри тата ытларах ирсӗрлентӗр; тӳрӗ ҫын тата ытларах тӳрӗ ӗҫ тутӑр, таси тата ытларах тасалтӑр, терӗ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Саул каланӑ: Турӑ мана ун пек те, кун пек те тутӑр, тата ытларах та тутӑр; Ионафан, санӑн паян вилмелле! тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн хушшӑрти ӑстайлӑ кирек хӑш ҫын та килтӗр те Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пурне те тутӑр: 11. кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, унӑн ҫиелти виткӗчне, ҫекӗлӗсемпе пӑрӑсӗсене, каштисене, юписемпе унӑн тӗпӗсене, 12. саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, пӳлмелли чаршава [тата картиш каррисемпе юписене, смарагд чулӗсене, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, сӗрмелли ҫӑва,] 13. сӗтелпе унӑн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Ҫӳлхуҫа умне хумалли ҫӑкӑрсене, 14. ҫутатса тӑмашкӑн ҫутаткӑҫпа унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, унӑн лампадисене, ҫутмалли ҫӑвне, 15. тӗтӗрмелли парне вырӑнӗпе унӑн каштисене, сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑлӑха, кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 16. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, унӑн каштисемпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 17. картиш каррисене, картиш юписемпе вӗсен тӗпӗсене, картишне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 18. кӗлӗ чатӑрӗн шалчисене, картиш шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, 19. Аарон священник валли сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли кӗлӗ тумтирӗпе сӑваплӑ тумтирне тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тутӑр, тенӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
(Ҫийӗнчи лайӑх кӗпипе тутӑрне тӗкӗр умне ҫакать, арчаран кивӗрех кӗпе кӑларса тӑхӑнать, тутӑр ҫыхать.
Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.
Салтака кайнӑ чух Павӑл вуникӗ тутӑр вӗҫтерчӗ (Праски инке вӗсене тытса ларсах шутланӑччӗ, кашнине ҫавра-ҫавра пӑхнӑччӗ), пур тутӑрӗ те Чӗкеҫӗнччӗ, ал ӗҫне ҫав тери пултаракан Чӗкеҫӗнччӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Анюк пичӗ ҫинчи ҫӳҫ пайӑркине тутӑр айне тӗртсе кӗртрӗ, унтан тутӑрне салтса ҫамка ҫинченех ҫыхрӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хӗрлӗ Тутӑр хӗрлӗ тутӑрне ҫыхать те ҫав кунхинех хулана ҫитет.
Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.
Вӑрӑм ҫырӑ ҫӳҫне хыҫалалла пуҫтарса шурӑ тутӑр айне тирпейлесе чикнӗ, тутӑрне каялла ҫавӑрса ҫыхнӑ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тутӑрӗсене тутарла ҫыхнӑ, ҫиелтен пысӑк тутӑр — эрпек пӗркеннӗ икӗ ватӑ хӗрарӑм.
2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ахаль тутӑр мар-ҫке вӑл, юмӑҫ карчӑк тутӑрӗ, тен, ӑна темӗн те пӗр туса тухатса пӗтернӗ терӗҫ.
8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пуҫне вӑл ула тутӑр ҫыхнӑ, тутӑрӗ айӗнчен кӑтра сарӑ ҫӳҫӗсем тухса тӑраҫҫӗ те, пӳске пек мӑкӑрӑлса тӑракан питҫӑмартисем ҫине, лутра ҫамки ҫине пӗчӗк-пӗчӗк ункӑсем пулса ӳксе, ҫурри ыйхӑллӑ куҫӗсене кӑтӑклаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл хӑйӗн кимӗ евӗрлӗ кӑтра ҫӗлӗкне хыврӗ, кӗсйинчен тутӑр туртса кӑларчӗ — таса марччӗ тутӑрӗ, пӗтӗмпех шӑнкӑртса тултарнӑччӗ, — питне ҫыхрӗ те шӑнкӑрав кнопки ҫине пусрӗ.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл рыцарь ҫичӗ ют ҫынни пулнине, ун енче хаяррӑн тавӑрасшӑн пулса унӑн ашшӗ, тӑванӗсем, пӗтӗм тӑван ҫӗршывӗ тӑнине, хулана хупӑрласа тӑракан запорожецсем хӑрушӑ ҫынсем пулнине, хула ҫыннисем хӑйсен хулипе пӗрле тискер вилӗмпе пӗтессине аса илчӗ… вара сасартӑк ун куҫӗсене куҫҫуль тулса ларчӗ; вӑл пурҫӑнпа тӗрлесе пӗтернӗ тутӑр ярса тытрӗ, унпа хӑйӗн питне хупӑрласа лартрӗ, пӗр минут хушшинче вара вӑл йӗп-йӗпе пулса тӑчӗ; хӑйӗн илемлӗ пуҫне каялла тытса, вӗлерекен ҫӗлӗн сӑхнине туйса илнӗ пек, аялти хитре тутине юр пек шурӑ шӑлӗсемпе ҫыртса нумайччен ларчӗ, — рыцарь вӑл ҫав тери хуйхӑрнине ан куртӑр тесе тутӑрне пичӗ ҫинчен пачах та илмерӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Дзержинскин тутӑрне персе шӑтарнӑ, — ӑна вӑл, ҫунӑскерне, типӗтме тесе, решетке ҫине ҫакса янӑ пулнӑ, анчах тепрер минутран пӑшал сасси илтӗнсе кайнӑ та, персе шӑтарнӑ тутӑр ҫӗре, чул ҫине ӳкнӗ, пули штукатуркӑна шӑтарса кӗнӗ.
Кофе тата пирожнӑйсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Хресчен хӗрӗсем пек вӑл тутӑрне каялла уртса янӑ, тутӑр айӗнчен унӑн кӑтрарах ҫемҫе ҫӳҫӗ курӑнать, ҫурӑмӗ ҫине икӗ платна ҫивӗт усӑнса аннӑ.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл пӗр самант шухӑша кайса тӑчӗ, унтан аллине кӗсйене чиксе ячӗ те хуҫлатса хунӑ тутӑр, шинель айӗнче пиҫиххи вырӑнне ҫыхнӑ алшӑлли кӑларчӗ, мӑйӗнчи хӗрлӗ тутӑрне салтрӗ те пурне те пӗр ҫӗре пӗтӗркелесе карчӑкӑн чӗрҫи ҫине хучӗ.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.