Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутлантарнӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран тата уксуспа, горчицӑпа, сахӑрпа тутлантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫынсем сухарипе консерва ҫирӗҫ, темиҫе тумлам ром ярса тутлантарнӑ шыва ӗҫрӗҫ, — ытти апат-ҫимӗҫ хушшинче Бат пӗр пичке ром тупнӑ.

Обед состоял из сухарей, консервов и свежей воды с несколькими каплями рома, Бат среди продуктов нашел его целый бочонок.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кунсӑр пуҫне полковник Григорие ҫӗре кӗнӗ ашшӗ тем пысӑкӑш имени тытни, вӑл, Андреянов, мӗнле майпа полковник чинне ҫити ӳсни, 1916 ҫулта пысӑк вырӑнта ларакан чаплӑ ҫынсемпе сунарта ҫӳреме тӳрӗ килни ҫинчен ал-хапӑл та тӗплӗн кала-кала пачӗ; ҫавӑн пекех вӑл карт вӑййисенчен чи лайӑххи — вист, эрех таврашӗнчен чи усӑлли — калемпӗр ҫулҫи ярса тутлантарнӑ коньяк, пуринчен те тупӑшли — ҫар интендантствинчи служба пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Кроме этого, полковник любезно и подробно рассказал: каким имением владел его покойный родитель, как он, Андреянов, дослужился до чина полковника, с какими высокопоставленными лицами ему приходилось охотиться в 1916 году; а также сообщил, что лучшей игрой он считает вист, полезнейшим из напитков — коньяк, настоянный на тминном листе, а наивыгоднейшей службой — службу в войсковом интендантстве.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анфиса графин илсе кӗчӗ, ун ӑшӗнче пӗр стакана яхӑн чие ярса тутлантарнӑ эрех пулнӑ.

Анфиса принесла графин, в котором оказалось не более стакана вишневки.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтах шӳрпе чашӑкӗ вырнаҫрӗ, чашӑкӗ варринче сойӑпа тутлантарнӑ, ӑшаланӑ ула курак ашӗ пур.

с лапшой и чашку с бульоном, посередке — чашку с вороньей подливкой.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Кӑштах сысна ҫӑвӗ ярса тутлантарнӑ шӗвек вир пӑттине икӗ чашӑк ҫисен Ҫӑрттан мучин кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ, вӑл ыйӑхлама пуҫларӗ.

Опорожнив вторую миску жидкой пшенной каши, лишь слегка сдобренной салом, дед Щукарь пришел в состояние полного довольства и легкой сонливости.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех