Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туссене (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑшмансене те, туссене те.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпир тӑшмансемпе туссене инҫетренех уйӑрса илме пӗлетпӗр, ҫавӑнпа пирӗн халӑх хӑнасене алӑка яр уҫса кӗтекен тарават хуҫа та, тӑшмансене ҫапса аркатакан хӑюллӑ салтак та пулма пултарать…

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юлташла хуласемпе «Шупашкар туссене пухать» пултарулӑх фестивальне ирттерме калаҫса килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Тӑвансем пирки ан манӑр, ҫемьепе апатланӑр е туссене чӗнӗр.

Не забывайте о родственниках, устройте семейный ужин или пригласите друзей.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку вӑл ман туссене куҫа курӑнман хӑрушлӑхран сыхланма пулӑшнӑ пулӗччӗ; вӗсем, манашкалах, кирек хӑш самантра та сиксе тухма пултаракан инкекпе юнашар-ҫке-ха.

Я хочу предупредить моих друзей об опасности, которая давно уже их подстерегает, а они даже не подозревают о ней, как не подозревал прежде и я.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫывӑх ҫынсене, туссене планӑрсем пирки каласа кӑтартӑр.

Лучше посвятите близких людей и друзей в свои планы.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ялти тавра пӗлӳҫӗ Леонид Михайлов аякран килнӗ туссене кӗперӗн историйӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑкӑр кӗперӗпе Китайран килнӗ туристсем паллашнӑ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d0%bca%d0 ... bc-%d0%bf/

Калавсемпе халапсенче автор тӑван тавралӑха, тӑват ураллӑ туссене юратмалли ҫинчен асӑрхаттарать.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Пӗри ҫӗтӗк-ҫатӑк та тепри питӗ ҫӳрени килӗшмест туссене.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

– Эсир пӗчӗкрех чухне эп туссене сирӗн ҫине пӑхма илсе ҫӳреттӗм, вӗсем мана уншӗн фишка панӑ.

– Когда вы были поменьше, я за фишки водил друзей посмотреть на вас.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

«Йытӑсен парачӗ» проекта килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсен ыйтӑвне тимлӗх уйӑрас, хула хутлӑхне улӑштарас ӗҫре сӗнӳсене пӑхса тухас тата пӗчӗк туссене тытакан хуҫасен канашне шута илес тесе пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Йытӑсен парачӗ» иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61040

Пулӑшу кирлӗ тӗк туссене шанма пултаратӑр.

Если понадобится помощь, вы можете рассчитывать на своих друзей.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ман кӑвак юман туссене те тупма пулӑшать, тӑшмансене те тӗрлӗ еннелле сирсе яма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Туссене кинона, музея е юратнӑ ресторана чӗнӗр.

Пригласите друзей в кино, музей или любимый ресторан.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫакӑ пӗчӗк пӳлӗм туссене уйрӑмах илӗртет.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпир нихҫан манми юнлӑ-вутлӑ ҫапӑҫусене, фронтри туссене аса илме тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫывӑх ҫынсемпе туссене пулӑшсан сире ку эрне тӗлӗнмелле майсем парнелӗ.

Эта неделя обещает подарить вам сказочные возможности, если вы не будете забывать протягивать руку помощи близким и друзьям.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑҫта та пулин каймаллах пулсан, туссене, тӑвансене-пӗлӗшсене, ӗҫтешсене леҫсе яма ыйтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Сӑмахпа нумай каппайланчӗ вӑл, халь ӗнтӗ Крым нихҫанхинчен вӑйлине, Сахиб чӑнах та хӑватлӑ ҫар пуҫӗ пулнине туссене те, тӑшмансене те ӗҫре кӑтартса парас терӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ак хам туссене чӗнсе илеп те, ним мар мӑйна пӑратпӑр санӑнне.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех