Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑнать (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнталла туртӑнать ача-пӑча ӗмӗчӗ, ҫавӑнталла вӗҫесшӗн шухӑшсӑр тапакан ҫамрӑк чӗре.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чиркӳ алӑкӗ тӑрук уҫӑлсан е чуна пырса тивекен саспа хупӑнсан ҫурта ҫулӑмӗ, ниҫта кайса кӗреймесӗр, ҫуртаран хӑпса ҫӳлелле лӗпӗш евӗр вӗҫсе каяс пек туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Укахви пурпӗрех ун ҫумнеллех туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Капитонович асӑрхаттарса каланине асрах тытать вӑл, апла пулин те хӑйне алла илеймест, — чунӗ Тамара еннеллех туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Завьялов алли фотоӳкерчӗк патнелле туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Акӑ вӑл ун умӗнче, чи хитри умӗнче тӑрать, унӑн орденӗ тӗксӗмреххӗн, анчах ҫав тери илемлӗн йӑлтӑртатать, Завьялов ун умнелле пӗшкӗнерех пуҫ тайсан, гимнастерки кӑкӑр тӗлӗнче кӑштах туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ, ав, этемлӗх вӗсем патнелле туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пурпӗрех ун еннелле чунӗ туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗрре чӗнсенех пулӑшма хатӗр, яланах таҫта туртӑнать, ӗмӗрхи двигателе аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

«Эпӗ те часах ӗне сума тытӑнатӑп. Чун ферма еннеллех туртӑнать», — тесе калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Насус тикӗссӗн ӗҫлесе ларнӑ май вӑл тӑмлӑ шыва тӑранайми ӗҫет; шывӗ хӑй те, кунта йӑнӑшпа лекнине, вӑрах кӳлленсе тӑма юраманнине ӑнланса илнӗн, пыршӑ ҫӑварӗ патнелле таҫтан-таҫтан туртӑнать, юлашкинчен варинккеленсе, шарласа юха пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тихӑн ӗҫрен хӑрамасть, йышран ютшӑнмасть, эртеле туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫанталӑк кунсерен ӑшӑтса пынӑҫемӗн халӑх шыв хӗрне туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Ветеран хӑй те ҫынсемпе калаҫма кӑмӑллать, ун патне те ахальтен мар ватти-вӗтти туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Чӑнах та, эсӗ нимӗнле паттӑрла ӗҫсем те тумарӑн, анчах манӑн алӑ хут патнех туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫӗр ҫынни ватӑлсан та уяллах туртӑнать ҫав: Тимахван мучи, кӑн-кӑвак сухаллӑскер, кашни кунах ҫӗрулми кӑларма тухать, тӑватӑ касӑ ҫинче ерипен-ерипен чакаланать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӗншӗн тесен вӑл усалран тасалма тӑрӑшакан ҫын, ун пек ҫынсен чӗри яланах тасалӑха туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Н. Мартынов хӑйӗн прозинче ялан тенешкел пӑтӑрмахлӑ, авантюрлӑ лару-тӑру патне туртӑнать

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

— Халӑх ӑҫталла туртӑнать, эпир те унталла кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗн йӑрӑс пӗвӗ унпа пӗрле пӗлӗтелле туртӑнать

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех