Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑнатчӗ (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах чунӑм ялан туртӑнатчӗ, Туртӑнатчӗ тӑван ҫӗршыва…

Куҫарса пулӑш

«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Музыкӑна вӗренессине, малтанхи пекех алӑ сулса сӑвӑсем вулассине, юрлассине вӑл йӗркеллех туса пыратчӗ, мӗншӗн тесен куна вӑл хӑйӗн айккине сирме пултарайман тивӗҫӗ тесе шутламах вӗренсе ҫитнӗ пулнӑ ӗнтӗ, ҫапах та унӑн чӗри, хӑйшӗн таҫта тепӗр темӗнле тивӗҫ шыранӑ пекех, урӑх ҫӗрелле те туртӑнатчӗ

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Манӑн туйӑм Атӑл ҫине, ӗҫлӗ пурӑнӑҫӑн музыки патне туртӑнатчӗ; ҫав музыка паян кун та ман чӗрене кӑмӑллӑн ӳсӗртсе хӑпартса ярать; эпӗ ӗҫӗн паттӑрла поэзине пирвайхи хут туйса илнӗ куна питӗ лайӑх астӑватӑп.

Меня влекло на Волгу к музыке трудовой жизни; эта музыка и до сего дня приятно охмеляет сердце моё; мне хорошо памятен день, когда я впервые почувствовал героическую поэзию труда.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ачапа пӗрле пулмасанах суран ҫӗнӗрен уҫӑлнӑн, пушшех те ыратнӑн туйӑнчӗ ӑна, вара вӑл, ачашӑн ырми-канми тӑрӑшса хӑй чӗринчи асапне пусарас тесе, хӑйӗн пӗчӗк тусӗ патнелле туртӑнатчӗ.

В разлуке с ним рана будто раскрывалась вновь, боль оживала, и она стремилась к своему маленькому другу, чтобы неустанною заботой утолить свое собственное страдание.

V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ӑна вӑл хӑй ҫумне лӑпчӑтса пуҫӗнчен ачашлама пуҫласан вӑл яланах: «Ну, мӗн-ха эсӗ? Мӗн, эпӗ пӗчӗк ача-и вара?» тесе туртӑнатчӗ.

Когда она, бывало, прижимала его к себе и начинала гладить по голове, он всегда вырывался и говорили «Ну, чего ты? Что я, маленький, что ли?»

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пур ӗҫ те кичем, тивӗҫсӗр пек туйӑнатчӗ маншӑн, пӗтӗм ӳт-пӗвӗм вӑрмана, ӑшӑ, ҫутӑ, Олеҫҫӑн хӑнӑхнӑ савӑк сӑнӗ патне ӑнтӑлса туртӑнатчӗ.

Всякое занятие казалось мне скучным, лишним, и все мое существо стремилось в лес, к теплу, к свету, к милому привычному лицу Олеси.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Манӑн чун-чӗрем ҫурҫӗреллех туртӑнатчӗ.

Всем сердцем я рвался на Север.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Петрович пурӑнӑҫа пит виҫеллӗ пурӑнатчӗ, нихӑҫан иртӗнсе хӑтланмастчӗ; эпӗ ӑна нихӑҫан та хӗрӗнкӗ пулнине курман (кун пеккине пирӗн таврара курман-илтмен япалах темелле ӗнтӗ); хӗрарӑмсем енне вӑл питӗ туртӑнатчӗ, анчах хӑй хӗр пекех вӑтанчӑк ҫынччӗ.

Иван Петрович вел жизнь самую умеренную, избегал всякого рода излишеств; никогда не случалось мне видеть его навеселе (что в краю нашем за неслыханное чудо почесться может); к женскому же полу имел он великую склонность, но стыдливость была в нем истинно девическая.

Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех