Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑнасси (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та вӑл е ку амак енне туртӑнасси юнпа та куҫма пултарать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Унӑн пултарулӑх енне туртӑнасси вара йӑхран пырать.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Ҫак калаҫу хыҫҫӑн сасартӑках вӗсен пӗр-пӗрин патнелле туртӑнасси пуҫланнӑ, часах ҫак туртӑм, куллен-кун ӳссе пырса, туслӑх характерне йышӑннӑ, анчах та вӑл, туррипех калас пулать, темӗнле, тӗлӗнтермӗшлерех пулнӑ.

После этого разговора между ними почти сразу образовалось влечение друг к другу, и, день ото дня всё развиваясь, оно вскоре приняло характер дружбы, хотя и странной несколько.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Андрейӑн тӑруках арӑмӗ патнелле туртӑнасси килчӗ.

Андрею вдруг захотелось потянуться к жене.

1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Ирпе улттӑрах эпир ура ҫинче: гимнастика, стройпа ҫӳреме хӑнӑхасси, турник ҫинче туртӑнасси хыҫҫӑн столовӑй, унтан классене копьютерсемпе ӗҫлеме вӗренме саланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ачисемшӗн те вӑл пурри-ҫукки пӗрешкел майлахчӗ, анчах хӑйсем ӳснӗҫемӗн ашшӗ патне туртӑнасси те ӳссе пычӗ.

Дети относились к нему с не меньшим равнодушием, но по мере того как они росли — росла и их привязанность к отцу.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӗсем, иккӗн кӑна юлса, пӗр-пӗрне сайра хутра анчах курма пуҫларӗҫ: вӗсенчен пӗри пӗрмаях ҫеҫенхирте, тепри сӗт-ҫу ферминче ӗҫленӗ, — анчах пӗр-пӗрин ҫумне туртӑнасси сивӗнсе пыман, татах вӑйлӑланнӑ…

И вот только после войны, оставшись вдовами, они стали видеться редко — одна из них постоянно находилась в степи, а другая на молочной ферме, но привязанность друг к другу и теперь не только не охладела, а сделалась еще сильнее…

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӗрлӗрен терт те, чун хавалӗпе туртӑнасси те, сыввисен ҫунса тухас пек вӗресе тӑран ӗмӗчӗ те ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр ӗмӗр умӗнче питех палӑрмалла мар пек пула-пула тӑрать, пӗтӗмпе вара кулӑшла юмах пек пулма тытӑнать…

Заботы, пламенные привязанности, страсти, вожделения живых людей бледнеют и становятся призрачными и смешными перед бескрайными просторами вечности…

XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапах та ӑслӑлӑх патне туртӑнасси ҫакӑнпа вӗҫленмен, 1890 ҫулта вӑл Хусан университечӗн физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ, анчах революци кӑмӑллӑ ҫынсемпе хутшӑннӑшӑн Зиновий Таланцева ҫулталӑк вӗреннӗ хыҫҫӑн кӑларса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех