Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртмалла (тĕпĕ: турт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Общежитие кӗрес текен ҫыннӑн алӑк тӑрринче кӗскен курӑнакан пралука туртмалла.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Ун пек кӑмӑла туртмалла хӗрарӑмсене эпӗ нумайранпа курманччӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Малалла тилхепене сулахай енчен туртмалла та лашана тӳрӗ тӑратмалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Халь туртмалла, анчах ҫын пӳртӗнче курупка ухтарса ҫӳреймӗн.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӗншӗн ман туртмалла мар тата?

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ула Тимӗр алӑри сехетне салтрӗ те иртен-ҫӳрене пичӗпе — ҫут ҫаврашкипе «кӑчӑк туртмалла» сулахай ал лаппи ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вара ҫӗре хальхи евӗр ҫывӑхран кӗреҫепе тырӑ сӑвӑрнӑ пек ывӑтмалла пулмасть, айккинчен машинӑсемпе туртмалла тата наҫилккесемпе йӑтмалла пулать.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ халӗ касӑлса виҫҫе пайланнӑ: пӗр пай картинӑна тишкерет, — унта колоннӑсен умӗнчи кӗл чечексен хушшинчи, тинӗс инҫетӗн тӗтрелӗхӗнчи туникӑллӑ чиперккесен ушкӑнне сӑнланӑ; тепӗр пай ҫак ӳкерчӗкре мана хама курать, — эпӗ капитан тумӗпе, чиперккесене кӑшкӑратӑп: «Сулахай галс! Грота, рифсемпе брассене туртмалла!»; виҫҫӗмӗшӗ вара — хӑлхана ҫакӑн валлиех туса яман-и-ха — калаҫӑва тӑнлать.

Я был рассечен натрое: одна часть смотрела картину, изображавшую рой красавиц в туниках у колонн, среди роз, на фоне морской дали, другая часть видела самого себя на этой картине, в полной капитанской форме, орущего красавицам: «Левый галс! Подтянуть грот, рифы и брассы!» — а третья, по естественному устройству уха, слушала разговор.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кукӑль-пӳремеч кӑмакана лартма ӗлкӗрӗн, кӑвар туртмалла та пулайман-ха…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Харпӑр хӑй лавне харпӑр хӑйӗннех туртмалла.

Свою повозку каждый должен тянуть сам.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пӑшала перес тесен ҫав пускӑчран шӗвӗр пӳрнепе кӑна ҫӑмӑллӑн туртмалла.

Чтобы произвести выстрел, нужно только за него легко потянуть указательным пальцем.

Красноармеецсен винтовки // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Перес пулсан пускӑчран ҫеҫ туртмалла пулнӑ.

Чтобы произвести выстрел, стоило только нажать на спуск.

Вут чуллӗ ҫӑраҫҫи // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Чи вӑйлӑ шӑв-шав вӗренрен тытса туртмалла ӑмӑртма тытӑнсан пуҫланчӗ.

Самый большой шум поднялся, когда началось состязание по перетягиванию каната.

Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Паллах, сывлӑшра эпӗ аптраса ӳкметтӗм, парашюта вӑхӑтрах уҫса янӑ пулӑттӑм, ӑна уҫма ункӑран ҫеҫ туртмалла.

Пожалуй, я в воздухе не растерялся бы и вовремя сам раскрыл парашют: для этого надо было только дернуть за кольцо.

Тӑшман тылне сиксе анни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Анне алӑка уҫрӗ, вӑл алӑка килти пек хамӑр ҫине туртмалла мар иккен, вӑл темле айккинелле уҫӑлса кайрӗ.

Потом мама отворила дверь, только не так, как в комнате, что надо тянуть к себе, а дверь как-то вбок уехала.

Вагон // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

«Вилӗ чунсем» ятлӑ кӗнекене эпӗ вулас килмесӗрех вуласа тухрӑм; «Вилӗ ҫуртри запискӑсене» те ҫавӑн пекех; «Вилӗ чунсем», «Вилӗ ҫурт», «Вилӗм», «Виҫӗ вилӗм», «Чӗрӗ мощсем» кӗнекесем пурте ҫакнашкал пӗрешкел ятлӑ пулни — вӑл кӗнекесем патнелле тем кӑмӑл туртмалла мар туса, вӗсене ирӗксӗр астутарса пӑхтаратчӗ.

«Мертвые души» я прочитал неохотно; «Записки из мертвого дома» — тоже; «Мертвые души», «Мертвый дом», «Смерть», «Три смерти», «Живые мощи» — это однообразие названий книг невольно останавливало внимание, возбуждая смутную неприязнь к таким книгам.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Унӑн пӗтӗм шухӑшӗ пӗр тӗле пӗтӗҫрӗ — сигарета туртмалла.

И вдруг все его мысли сосредоточились на одном желании — закурить.

29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Сӑмах тӗпне пӗр йӗрпе туртмалла.

Корень одной чертой надо подчеркивать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Текех юлташсемпе блиндажра махорка туртмалла пулас ҫуккишӗн, артиллери аслатийӗ вилмелле савӑнӑҫлӑ кӗрленӗ чух, вилӗм питренех вӗрийӗн сывланипе чуна хӑрушӑ та, савӑнӑҫлӑ та, хаваслӑ та пулнӑ чух юлташсемпе юнашар атакӑна чупма май килес ҫуккишӗн ӑна кичем пулчӗ…

Горько было ему, что не доведется больше покурить с ребятами махорки в блиндаже, не бежать ему вместе, рядом, в атаку, когда смертельно весело грохочет артиллерийский гром, смерть жарко дышит в лицо и от ее дыхания жутко, и весело, и буйно на душе…

11 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Хальхинче ӗнтӗ хӑнасем умӗнче Туй мар, Лялай, сӑннине силлесе, ухӑпа тӗллесе, паттӑр ташшине ташларӗ, халӗ ӗнтӗ Машӑн кӗске ҫивӗтӗнчен Маклайӑн пирвай туртмалла, папуассен йӑли тӑрӑх мӗн каламаллине каламалла пулчӗ.

Теперь уже не Туй, а Лялай плясал перед гостями воинственную пляску, потрясая копьем и целясь из лука, и теперь уже Маклаю пришлось первому потянуть коротенькую косичку Маши и сказать ей все то, что требовал обычай папуасов.

Вӗҫӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех