Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турткаларӗ (тĕпĕ: турткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫенӗк алӑкне хуллен турткаларӗ — пӗлет вӑл ашшӗпе амӑшӗ ҫӑмӑл ыйхӑллине.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗҫех Ванюк тегте хуткупӑсне ярса илчӗ те хӗрача пуҫӗ ҫинче тытса турткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыйткаласа ҫӳрекен аллинчен тетте хуткупӑса илсе турткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Атте! тетӗп, атте! — тесе ашшӗн пиншак аркинчен турткаларӗ вӑл, — анне килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Васса кайсан, пӳрте кӗрсе шут шӑрҫисене турткаларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Ӑҫта-ши? — костыльсем ҫине тӗренсе, кӗрт урлӑ тӗттӗм чӳречесем ҫине пӑхрӗ, пӑрланнӑ мӑйӑхне турткаларӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пит-куҫне хӑвӑрт-хӑвӑрт шӑлчӗ, саппунне ҫӗрелле усса турткаларӗ, хӑйӗн ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сантӑр ҫул хӗрринченех автокран ҫине сикрӗ те, кран кабинине кӗрсе ларса, рычагсене турткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл шӑпланчӗ те, ура ҫине тӑрса, кӗпине турткаларӗ, унтан, пуҫне танлӑн тытса, хитре кӗлеткине авкаласа, пӗҫӗ кӑкне вылятса, алӑк патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав хушӑра Анюк унӑн ҫӳхе пиншак айӗнчен тӑхӑннӑ гимнастеркин аркине турткаларӗ, пиҫиххине тӳрлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Арӑмне ӗҫ патне пыма юрамасть вӗт ӑна, алли ҫуркаланма пултарать, вӑрӑм чӗрнисем хуҫӑлма пултараҫҫӗ, — тутӑр вӗҫӗсене кӑрт-карт турткаларӗ Анюк.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӗвӗр сӑмсине нӑш-нӑш турткаларӗ: сӑмакун шӑршине сисрӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев хуларан килнӗ юлташӗн сӑмахне сӗтел хушшинче тӑп ларса канлӗн тӑнлама тӳсӗмлӗх ҫитереймерӗ, ура ҫине тӑнӑскер, пӳлӗмре каллӗ-маллӗ кумрӗ, хӗрлӗ кӗреҫе сухалне хӑйпӑтса илеслех кӑрт та карт турткаларӗ, типсе ларнӑ пыр шӑтӑкне йӗпетмелӗх тенӗ пек пӑртак сӑмакун сыпса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Зина пӗр хушӑ иккӗленсе тӑчӗ, унтан пальтоне хывса хучӗ, кӗске кӗпине мелсӗррӗн турткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Штефан мучи пӗрехмай пушшипе хӑмсаркаласа лашине турткаларӗ, лаши вара мекӗрленнӗ май мӑйне тӑсрӗ, сарса янӑ урисемпе пӗтӗм вӑйран малалла талпӑнма хӑтланчӗ — аякран пӑхсан, ӑна пӗртте утать теме ҫук, малалла ӳпӗннӗ пекех курӑнать.

Старик Штефан то и дело безнадежно замахивался кнутом и понукал лошаденку, а та, натужно вытянув шею, упиралась изо всех сил широко расставленными ногами — не шагала, а, казалось, валилась вперед.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗренекенсем «Ҫтаппан пичче» тесе чӗнекен ямшӑк Штефан — ӑна ватӑ старик те мар, мӗлке кӑна теме пулать — шӑтӑксемпе лупашкасем тата пысӑк чулсем ҫине пырса тӑрӑнас мар тесе, тилхепене мӗнпур вӑйран турткаларӗ.

Кучер Штефан, которого ученики звали дядей Степой — одна тень, а не старик, — изо всех сил дергал вожжи, стараясь объезжать ямы и большие камни.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑтра сарӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗт сылтӑм аллинчи вун иккӗпе явнӑ чӗн саламачӗпе ҫап-ҫутӑ аттине ҫатлаттарса илчӗ, ярханах янӑ сенкер кӗпи ҫинчен ҫыхнӑ шурӑ пиҫиххине турткаларӗ, аллисене урхамах ҫурӑмӗ ҫине хурса кӑштах кукленчӗ те — пӗрре сиксех ун ҫине утланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй вырнаҫса ларсан, лашана тилхепинчен турткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тухтӑр сӑран алса тӑхӑнчӗ те тилхепене турткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унччен те пулмарӗ, Шӗшлӗ лашана чӗлпӗртен тытса турткаларӗ, ҫӑлкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех