Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турткаларӑм (тĕпĕ: турткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна ачашласа ерипен шӑлкаларӑм, хӑлхисенчен турткаларӑм.

Я тихо погладил его, потрепал за ухо.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Чӗлпӗре турткаларӑм.

И поводьями дернул.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Эпӗ тӑтӑм, сигара чӗртрӗм, пӳлӗмре пӑртак турткаларӑм, анчах унтан ҫурт тӑррине хӑпарас терӗм.

Я встал, зажег сигару, покурил немного в комнате, но потом решил пойти на крышу.

LXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эпӗ йӑпӑр-япӑр сиксе антӑм, тӑратасшӑн пултӑм ӑна, чӗлпӗрӗнчен турткаларӑм, усси ҫук; хӗстернӗ шӑлӗсем витӗр хуллен йынӑшни илтӗнчӗ; кӑштах тӑрсан вӑл вилсе те кайрӗ, юлашки шанчӑка ҫухатса, эпӗ пӗр-пӗчченех ҫеҫен хир варринче тӑрса юлтӑм; ҫуран кайма тӑтӑм — ура лӑштӑрах кайнӑ; иртен кунхи пӑшӑрханусемпе ӗшенсе, ҫывӑрайманнипе тертленсе ҫитнӗскер, эпӗ йӗпе курӑк ҫине ӳкрӗм те пӗчӗк ача пек макӑрса ятӑм.

Я проворно соскочил, хочу поднять его, дергаю за повод — напрасно: едва слышный стон вырвался сквозь стиснутые его зубы; через несколько минут он издох; я остался в степи один, потеряв последнюю надежду; попробовал идти пешком — ноги мои подкосились; изнуренный тревогами дня и бессонницей, я упал на мокрую траву и как ребенок заплакал.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех