Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турткаланине (тĕпĕ: турткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крыльца алӑкӗн тыткине урамри ачасем турткаланине вӑл хӑй те ӗненсех каймасть.

Он сам не был уверен, что дергают ручку парадного уличные ребятишки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Такам мана шӑлавартан турткаланине туйрӑм эпӗ.

Я почувствовал, что кто-то теребит меня за штаны.

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Вӑл, Ксени халӑх хушшинчен Васенӑн хаваслӑ сассине хирӗҫ чӗнсе кӑшкӑрнине илтсен, юпа пек хытса тӑчӗ, вакун картлашки ҫинчен аннӑ чухне йӳнесӗр ярса пусрӗ, сӑмси ҫинчен шуса ӳкекен куҫлӑхне аран-аран ярса тытрӗ, тӳрленсен, Васенӑ хӑйӗнчен инҫех те мар тӑракан аппӑшне турткаланине курчӗ.

Он обмер, услышав ее голос, отозвавшийся в толпе на радостный зов Васены, и, уже ничего не разбирая, неуклюжи сорвался с вещами с подножки вагона, кое-как на лету удержав свалившиеся с носа очки, он выпрямился и увидел, что Васена уже тормошит стоящую чуть поодаль от него сестру.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сергей лайӑх пиҫнӗ сурӑх аш татӑкне ҫисе ларнӑ май Ефим аяк пӗрчине тӑвар сапса, шурӑ вичкӗн шӑлӗсемпе турткаланине пӑха-пӑха илчӗ.

Пока Сергей ел хорошо сваренную баранину и он посмотрел, как Ефим посыпал ребра солью и разрывал их белыми острыми зубами.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лаши, ют ҫын алли турткаланине юлхавлӑн пӑхӑнса, пуҫне мӑнаҫлӑн каҫӑртрӗ те ӗшеннӗ кайри урисене сӗтӗрттерсе, вите еннелле утрӗ.

Конь, лениво повинуясь движению чужой руки, высоко задирая голову на вытянутой шее и устало волоча задние ноги, пошел к конюшне.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех