Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туррине (тĕпĕ: турӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туррине ӑна шаннӑ чух шаннӑ, шанман чух шанман пуль.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр Туррине, ҫумӑр Туррине, выльӑх-чӗрлӗх, кил, шыв, вӑрман Туррине пуҫҫапать, Пӳлӗхҫе парнепе чыслать.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрне пуян ҫын ачине мулшӑн парса яма сӑмах татнӑччӗ, ҫавӑ тарӑхтарчӗ-ши юрату туррине?

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Анчах Бахусне, ӗҫкӗ туррине, питех пуҫҫапмастӑп эп халь, ку енпе хамӑн плана ытлашшипех тултарнӑ, ҫитет!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Чӑнах та, юлашки ҫулсенче вӑл вӗсене мансах кайрӗ, ытларах вырӑс туррине ҫеҫ юрама тӑрӑшса пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй туррине пӑрахӑҫлама та…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Путсӗр чӑваш туррине пуҫ ҫапатӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер ӗлӗкрен-авалтан чӑвашсем шыв туррине ҫап-ҫамрӑк та хитре хӗре парнелесе панине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлти Турра, ҫӗр Туррине - ҫӑкӑр ҫитерекене - тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Хальхинче те Шигалей Иван Васильевичран пӑрӑннӑ-пӑрӑнманах хӑйсен пӗртен-пӗр туррине те, ҫӗр ҫинчи мӗн пур тӳре-шарана та ылханма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнер, хӑйӗн тӗкӗрҫисене ҫӗнтерӳ ячӗпе сӑйланӑ чухне, Тукай вырӑс туррине ҫеҫ мар, чӑваш туррисене те пуҫ ҫапрӗ ҫав, аслисене, кӗҫӗнреххисене, тӳперисене, ҫӗр ҫинчисене пӳрне те асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акпарс унӑн вӗҫкӗнленсе каланӑ сӑмахӗсене илтсе ҫак самантра хӑйсен туррине аса илчӗ, аллине чӗре тӗлне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ниме курмасӑр пурӑннӑ ҫын, Мӗн пур — пуҫ ҫапнӑ туррине, Нихҫан пӗлмен вӑл пурӑнӑҫӑн Икхирӗҫле ен пуррине.

Куҫарса пулӑш

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ывӑлӗ фортуна ун енне татӑклӑн ҫаврӑнса тӑрасса шанать; пӗрре ӑна Богамойора хӑрушла хӗненӗ, сӑлтавӗ — вӑл телейӗн юнтармӑш майра туррине тӗрӗс ҫул кӑтартма хӑтланнӑшӑн, меслечӗ — хӑйӗн вӑййине пиллӗкмӗш туз хушни.

Сын надеялся на решительный поворот фортуны и раз был жестоко избит в Богамойо за попытку указать капризной богине счастья правильный путь путем присоединения к своей игре пятого туза.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сӑмахран, Асклепий хӗрӗ тата арӑмӗ шутланакан сывлӑх туррине — Гигеяна — ҫапла сӑнарланӑ.

Так часто была представлена Гигиа, или Гигея, — богиня здоровья, жена или дочь Асклепия.

Грецири археологсем авалхи кӳлепе тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30657.html

Аҫуна эсӗ пӗрре те туррине каламан: сӑмахсӑр, тӑрӑхласа пӑхни тӑватӑ пӳлӗмлӗ хваттер ҫинчен, аҫу ҫинчен ху мӗнле шухӑшланине ҫителӗклӗ кӑтартса парать тенӗ эсӗ.

Ты ни разу не сразился с отцом, тебе всегда казалось: достаточно одних иронических взглядов, чтоб выразить свое отношение и к метлахской плитке, и к этой четвертой комнате.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Чӑннипе илсен, унӑн нихҫан та пӗр пус укҫи пулман, ҫак тӗлӗнмелле ята вӑл хӑйне нимле пурлӑх та паман пуянлӑх туррине кӗвӗҫтерес шутпа хӑй шухӑшласа кӑларнӑ.

Такое странное имя он, никогда не имевший гроша за душой, сам себе придумал с единственной целью подразнить бога богатства, обошедшего его дом своими дарами.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах туррине тӳрех калам: училищӗре, хӑть те ҫирӗм пилӗк класс пултӑр, — ҫырассинчен, вулассинчен, шутлассинчен ытла нимӗн те вӗренме ҫук.

Хоша скажу тебе вот что: в училище, — хоть двадцать пять классов в нем будь, — ничему, кроме как писать, читать да считать, — не научат.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Индуссен туррине хисеплесе, ӗненсе тӑракансем ку вӗри кӳкӗртлӗ шыв юххине ҫӗр айӗнчен тухакан Рави юханшывӗн юпписенчен пӗри тенӗ.

Жрецы, поклонники индусских богов, говорили, что эти горячие сернистые потоки — один из подземных рукавов реки Рави, прорвавшейся здесь наружу.

Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Тор — авалхи германецсен тӗнӗнче Тор тесе вӑрҫӑ туррине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех