Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туратран (тĕпĕ: турат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кушака мӑйӗнчен пӑралукпа темиҫе хутчен явакласа илтӗм, пысӑк йӑмра турачӗ ҫине выртса пӑралук тепӗр вӗҫне туратран ява пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Туратран, тункатаран, пӑчкӑ кӗрпинчен ҫынсем тем те ӑсталаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубов патнелле утакан Иван Капитонович сасартӑк туратран такӑнса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсен ялан пурӑнакан кил-ҫурт ҫук, вӗсем вӑхӑтлӑха пурӑнма курӑкран, туратран ӳплесем ҫеҫ тӑваҫҫӗ.

У них нет постоянных жилищ, они делают себе только временные шалаши из травы и ветвей.

Тропик тӑрӑхӗнче мӗнле халӑхсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем мӗн ӗҫлеҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Упӑтесем — пит йӳрӗк, пит ҫивӗч чӗрчунсем, вӗсем йывӑҫ ҫинче пурӑнаҫҫӗ; вӗсем хӑйсен вӑрӑм ҫивӗч алли-урисемпе туратран турата, йывӑҫран йывӑҫа ярса илеҫҫӗ те йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ыткӑнаҫҫӗ.

Обезьяны — очень подвижные и ловкие животные, живут на деревьях; с помощью длинных и цепких конечностей легко хватаются за ветви и стволы деревьев и перепрыгивают с дерева на дерево.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫак ял яш-кӗрӗмӗ те ялта ҫичӗ туратран иртмен хурӑнташлӑ хӗрсемсӗр пуҫне урӑх тупӑнмасан ҫеҫ ют ялтан хӗр илет-мӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫул урлӑ выртакан туратран паҫӑр Раман такӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫул урлӑ выртакан пысӑк туратран такӑнса ӳкрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ҫав туратран палласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Туратран такӑнтӑм эп, — тӳрре тухма хӑтланчӗ хӑй.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Виҫҫӗшне те вӗсене, юнӗҫенсене, ҫынвӗлеренсене, пӗр туратран! — илтех кайрӗ Ахмар.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сумкӑна вӑл тӗмӗ ӑшӗнчи пӗр туратран ҫакса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ, хама чикеленсе кӑмпӑр-кампӑр персе анма парас мар тесе, пӗр-пӗр ҫирӗп туратран — ҫӗнӗ «шӑчӑран» ярса тытасшӑнччӗ, анчах ун пекки, ал майли, умра пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Улатимӗр чӑтаймарӗ: «шӑччине» меллӗн ҫатӑрласа тытнӑскер, пире кӗтмесӗрех, Тарзан манерлӗ ихӗрме, асма пикенсе, хӑй тӑракан туратран талт! тапса ячӗ те траектори ҫулӗпе ҫӗмрен пек малалла виркӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӑл мана тата ҫитмӗл ҫичӗ туратран турту-тӑван та тивет.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Мӗлке паҫӑрхи туратпа вулӑ хушшине ларса кӑштах сывлӑш ҫавӑрчӗ, унтан икӗ аллипе те туратран ҫатӑрласа тытрӗ те урисене ерипен вулӑ тӑрӑх аялалла шутарса пычӗ, унтан пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе йывӑҫран ҫакӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑйӗ ҫитет-ха унӑн: туратран турата куҫать, ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах йӑшаланса илчӗ, аллисемпе ҫӳлерех туратран уртӑнчӗ, урисемпе хӑй ларнӑ турат ҫине тӗревлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑрӑш вӑл — «сунчӑк»; тураттисем аялалла усӑнчӑк, ҫумӑр тумламӗ пӗр туратран тепӗр турачӗ, пӗр йӗппинчен тепӗр йӗппи ҫине ӳксе анать те аякка тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Анчах Шахрун тытма тесе аллине тӑссанах вӑл, кушак пек, чӗрӗ туратран чап! ҫавӑрса тытать те вӑрмана сикет, тӗме тӑрринелле тапаҫланса хӑпарса каять.

Но едва Шахрун протянул руку, чтоб схватить его, тот, словно кошка, уцепившись за ветку, делает скачок в глубь леса и начинает карабкаться на взгорок.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех