Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тураса (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура ҫӳҫне хыҫалалла тикӗссӗн тураса хурать.

Ровно зачесывает черные волосы назад.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Эпӗ тутлӑ шӑршӑ паракан утта, кӗреплепе тураса, пӗчӗк купасем тӑватӑп, анне ҫав купасене ҫӳлти сарайне йӑтать.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шараҫ пиҫиххи ҫинче ҫакӑнса ҫӳрекен ансӑр йывӑҫ турапа шурӑ сухалӗпе ҫӳҫне тураса илет, кӑвак куҫне хӗскелесе, тура ҫине пӑхать. ҫӳҫ пӗрчисем пулсан, вӗсене вӗрсе вӗҫтерсе ярать.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Михапар турӑх ҫине симӗс сухан кӑна тураса ҫирӗ, ҫӑвас вырӑнне ҫав тирӗкех ӑшӑннӑ сӑрине ярса ӗҫрӗ те арӑмне тӑма калас тесе пынӑччӗ — шарламарӗ.

Михабар накрошил в турых-варенец зеленого лука и выпил; вместо мытья ополоснул чашу пивом и тоже выпил. Хотел сказать Укке, мол, пора, поднимайся, но не стал будить:

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗчӗккӗскер, хӑйне мӑн ҫын вырӑнне хурса виҫӗ ҫул аслӑ Ваҫука хӑйӗн хӳтлӗхне илнӗ вӑл: ӑна аллинчен тытса вырӑнтан вырӑна куҫара-куҫара лартнӑ, ҫӑварне ҫырла хыптарнӑ, ҫӳҫне тураса якатнӑ.

Маленькая, щупленькая, она, несмотря на то, что была младше Вазюка на три года, сразу стала его покровительницей и обращалась с ним, как с малышом: возьмет за руку и ведет за собой, а то сорвет ягодку и положит ему в рот или примется ласково расчесывать ему волосы,

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр каччи хӗрринчи кӗнчелерен сӳс тураса илет те ӑна хӑйӑ ҫине тытса ҫунтарать.

И вот уже новая забава: один из парней вырвал из прялки крайней девушки волоконце кудели и поджег, приговаривая:

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗринчен вӑл чӗлӗм ыйтса илчӗ («хамӑнне табак ҫук чухне тураса туртрӑм»), теприне табак пачӗ.

У одного он попросил трубку, другого угостил табаком.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Хӑвӑл суханне Яриле яланах яшка пиҫсе ансан тураса ярать, ҫавӑнпа ӑна халь татма та васкамасть-ха.)

Лук-сеянец пока рвать не стоит — завянет.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑнлавӗнчи ҫӳҫ пайӑркисене, патша пек, куҫ хуринелле тураса якатнӑ.

Прядки волос на висках зачесаны точно так же, как у паря, — к уголкам глаз.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каялла килсе пӳрте кӗрсен, вӑл мӑн тӗкӗр патӗнче Алексей ҫӳҫне тураса тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Картиш варрине ҫитсен чухларӗ — ун пуртӑпа ним тумалли те ҫук, ҫав, пӳртре ҫакӑнса таракан пӗр ҫыхӑ табак ҫулҫине тураса пӑрахсан кӑна.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс те асра тыт ҫав ӗнтӗ, кин, — Иливан ҫӳҫне тураса тӑракан Эрнепи еннелле ҫаврӑнчӗ Пинеҫ инке.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мунчаран вӗсем пӗтӗмпех исленсе, хӗп-хӗрлӗ сӑнпа, тураса якатнӑ сухалсемпе таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шинельне тӗттӗмрех ҫӗре ҫакрӗ те тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне ик айккинелле тураса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Якатнӑ шурӑ халат тӑхӑннӑ вӑл, кӑвакара пуҫланӑ кӑпӑшка ҫӳҫне хыҫалалла тураса якатнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах хуҫа тек ун патне тухас ҫук ӗнтӗ, ӑна ачашласа алӑран ҫӑкӑр ҫитерес ҫук, ун ҫилхине юман хыркӑчпа тураса ҫивӗтлесе ярас ҫук.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑссем ҫар ушкӑнӗ килессе пӗлсе вӗсене кӗтсех тӑнӑ иккен, пӗр харӑсах икӗ енчен тапӑнчӗҫ те нумай ҫынна тураса тӑкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чылай шуралнӑ вӑрӑм ҫӳҫне вӑл типтерлӗн тураса вырттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара енчӗк кӑларчӗ те килте тураса типӗтнӗ махоркӑран пысӑк чикарккӑ ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унта Кӗпӗрьян улма тураса ларнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех