Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тураса (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Галстукне тӳрлетрӗ, ҫӳҫне пӗчӗк турипе пӗр хутчен йӑшт тураса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сарӑ ҫӳҫне каялла тураса янӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Егор Кондратьевич йӑм-хура ҫӳҫне каллех расческӑпа типтерлӗн тураса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур хура та парка ҫӳҫне пӗчӗк турипе тураса якатрӗ, ассӑн сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӗтелсем хушшинче пӗри тетрадь ҫине кӑтра ҫӳҫлӗ майрасем ӳкерсе ларать, тепри шӗвӗр шалча пек метр тӑршшӗ чӗркенӗ чикаркка ӗмет, виҫҫӗмӗшӗ ҫисе янӑ хӑярӑн хуппине тураса ларать.

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Курӑка малтан ҫулса пӑрахаҫҫӗ, унти нӳрӗк шайӗ 50 процента ҫитсен выльӑх апачӗ хатӗр- лекен комбайнпа тураса вӗтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Утӑ та типӗтеҫҫӗ, сенаж та хываҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%83%d1% ... %d0%b0cce/

Павӑл тӗпеле иртрӗ те куҫкӗски умӗнче кӗпе тӳмисене ҫаклатрӗ, йӗпкӗн хура ҫӳҫне тураса якатрӗ, — вӑл ҫӑл кутӗнче пилӗк таран ҫӑвӑннӑ, ӳчӗ хӗп-хӗрлӗ пуличчен шӑлӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Чечекне палӑк умне лартсан, Тимуш кӑшт каялла чакса тӑчӗ те карттусне хыврӗ, ҫӳҫне те, мӑйӑхне те тураса якатрӗ, хыпаланса утнӑ чух ӑшӑ пулнӑран вӗҫертсе янӑ пиншак тӳмисене ҫаклатрӗ, хулпуҫҫисене тӳрлетрӗ, кӑкӑрне хӑпартрӗ — пысӑк куҫ харшисем айӗнчен салтак ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӗскен кастарнӑ ҫутӑ-сарӑ ҫӳҫне айккинелле тураса вырттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӳҫне вӑл халь, темшӗн тата, кӗске кастарнӑ, ҫамки ҫине икӗ еннелле тураса антарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Лешӗ ҫӳҫне тураса пӗтернӗ, аллисене пилӗк ҫине хунӑ та тӗкӗр витӗр пӑркалана-пӑркалана пӑхать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Амӑшӗ вӗсен ҫӳҫне хӑй каснӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та йӗкӗрешсем пӗлнӗ, малтан турапа ҫӳҫе вӗҫне ҫити тураса якатмалла, унтан тӳррӗн касмалла.

Мама их стригла сама, поэтому близняшки знали, что нужно расческой провести до кончиков и стричь по прямой.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Кил хуҫи тӗкӗр умӗнче хӗрлӗ кӗреҫе сухалне турапа тураса якаткалать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑка хуппине аса илтерекен хӑмӑр ҫӳҫне типтерлӗн тураса ҫивӗтленӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович васкаса ҫи-пуҫне тӳрлеткелерӗ, ҫӳҫне тураса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑншӑн эпир тӑшмансене пурне те ним юлми тураса тӑкрӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура кӑтра сухаллине Йӑс турапа тураса Хаклӑ ылттӑн алкине Ҫакать сылтӑм хӑлхине.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗписене хывсан, илемлӗ тураса пуҫтарнӑ пуҫӗсене чӑлт шурӑ тутӑр хӗрле туртса ҫыхаҫҫӗ те шыв патне чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗнсисем ҫине, ҫӳллӗ-ҫӳллӗ тураса ҫӳҫӗсене пы-ысӑк чӑмакка туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӑнах, сӑпачӗ-евӗрӗпе каснӑ-лартнӑ Сталин, ансӑртарах ҫамкаллӑ, вичкӗн куҫӗ вӗҫеври кӑйкӑрӑнни евӗрлӗ куҫ харшийӗ айне путнӑ, мӑйӑхӗ хура хӗлӗх тӑплӑмне аса илтерет, чӑпарланма пуҫланӑ шултра хура ҫӳҫне типтерлӗн каялла тураса вырттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех