Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тураса (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑтраланса тӑракан хулӑн ҫӳҫне тураса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Калаҫкаланӑ май Владимир Петрович хӑйӗн япалисене майлаштаркаласа хучӗ, тӗкӗр умне пырса, хурарах тӗслӗ ҫӳҫне тураса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шурӑмпуҫсем килеҫҫӗ шуралса, Ват асаннем ларать пуҫ тураса, Шурӑмпуҫран та шурӑ сурпанне Тирпейлӗн сырӑнать ыр асанне.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Е пурсӑра та купӑста пуҫӗ пек тураса тӑкӑп! — хаяррӑн кӑшкӑрса, пурттипе сула-сула, Анука тытса пыракансем ҫине ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ача сӗтел умӗнче купӑста тураса тӑракан хӗрарӑма курчӗ те вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса ун патне чупса пычӗ, шӑтӑклаллӑ чӗрҫиттинчен кӑрт-кӑрт туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хулӑн ҫӳҫне хыҫалалла тураса якатнӑ.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӳҫне вирелле тураса вырттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ир кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫне вӑл хыҫалалла яп-яка тураса вырттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

НКВД лейтенанчӗн тӗксӗм сӑрӑ формине тӑхӑннӑ, ҫӳҫне ялтан тухнӑ ҫыннӑнни пек вӗҫкӗнле тураса якатнӑ надзиратель, кушак пек ҫемҫен пусса, «Шурӑ пӳлӗмӗн» алӑкӗ патне ҫывхарчӗ те глазокран пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрулмине тураса типӗтетчӗҫ, алсиш-чӑлха ҫыхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

«Кӗрхи мода-2023» конкурсра классем фантастикӑлла костюмсем, ҫӳҫне тураса якатнӑ тата сцена ҫинче хӳтӗлекен пуҫ тум тӑхӑннӑ.

В конкурсе «Осенняя мода-2023» классы представили фантастические костюмы, прически и головные уборы, которые они защищали на сцене.

Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452

Завьялов аллине ҫӗклерӗ те Ольӑн яка, каялла тураса хунӑ ҫӳҫне ал лаппипе хуллен шӑлса илчӗ — леш малта ларакан юратса пӑрахнӑ каччӑ пекех.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Куҫӗсем пысӑк, тимлӗн пӑхаҫҫӗ, ҫӳҫне каялла тураса хунӑ…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тӗрӗссипе, пурне те ҫӗнӗрен туса кӑтартма май пур пек ӗнтӗ: урама, иртен-ҫӳренсене, хӗрарӑмсене, салтаксене, ачасене, вӗсен тумтирӗсене, ҫӳҫесене епле тураса хунисене…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена шурӑ платйӗпеччӗ, ҫил ӑна хывса илесшӗн лӑскарӗ, унӑн вӑрӑм та тирпейлӗ тураса хунӑ ҫӳҫесене сапаласа яма тӑрӑшрӗ, вара вӑл пуҫне Завьяловӑн сӑмса тутрипе ҫыхрӗ — косынкине хӑйпе пӗрле илме маннӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Типтерлӗ тураса якатнӑ ҫӳҫӗ ҫилпе хуллен вӗҫкелерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сарӑ ҫӳҫне вӑл кашни ирех васкамасӑр тураса якатать.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тураса якатнӑ хуп-хура ҫилхи ҫилпе шуххӑн вӑркӑшать.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗлимун кӑмака ҫумӗнче табак тураса ларать.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Галстукне тӳрлетрӗ, ҫӳҫне пӗчӗк турипе пӗр хутчен йӑшт тураса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех