Шырав
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ вӗсен ҫӳҫне хӑй каснӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та йӗкӗрешсем пӗлнӗ, малтан турапа ҫӳҫе вӗҫне ҫити тураса якатмалла, унтан тӳррӗн касмалла.
Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601
Кил хуҫи тӗкӗр умӗнче хӗрлӗ кӗреҫе сухалне турапа тураса якаткалать.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Эс чӑн-чӑн фокусник, анчах аван мар фокусник, — сапаланчӑк ҫӳҫне турапа турасах майлаштарчӗ Мамарланов.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хура кӑтра сухаллине Йӑс турапа тураса Хаклӑ ылттӑн алкине Ҫакать сылтӑм хӑлхине.
III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн Матвей Захарч кӗпине улӑштарчӗ, ҫап-ҫаврака кастарнӑ хӗрлӗрех мӑйӑхне, пуҫ тӳпинчи темиҫе пӗрчӗ ҫӳҫне пӗчӗк турапа якатрӗ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Матви хӑвӑрт тӑрса ларчӗ, урине ҫӗтӗк ҫӑматӑ тӑхӑнчӗ, ҫине ҫӳхе тӑла сӑхман уртрӗ, тӑмаланнӑ ҫӳҫне йывӑҫ турапа хапӑл-хапӑл тураса якатрӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫуллӑ сӑрсемпе ӳкернӗ чухне вӑл алли-урине, куҫне-пуҫне сӑрласа пӗтерет, ҫилӗмпе мӗн те пулин ҫыпӑҫтарас пулсан, вӑрӑм ҫӳҫне те ҫыпӑҫтарса, тимӗр турапа та уҫайми кӗҫҫелентерсе лартать.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Шараҫ пиҫиххи ҫинче ҫакӑнса ҫӳрекен ансӑр йывӑҫ турапа шурӑ сухалӗпе ҫӳҫне тураса илет, кӑвак куҫне хӗскелесе, тура ҫине пӑхать. ҫӳҫ пӗрчисем пулсан, вӗсене вӗрсе вӗҫтерсе ярать.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хыркӑчласа тасатать вӗсене, ҫилхисене тимӗр турапа турать.Уж он их чистит, скребет от души, расчесывает гривы железным гребнем…
Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Салам, юлташсем! — терӗ вӑл танлӑн, сапаланнӑ йӗпе ҫӳҫне турапа якатса вырттарнӑ май.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Соня темшӗн паян кунӗпех калаҫмасӑр ҫӳренӗ: пуҫ ыратать тенӗ, пианинӑпа вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн импровизацилесе ларкаланӑ, трюмо умне пырса чылайччен пӑхкаласа тӑнӑ, ҫӳҫ ҫулне турапа темиҫе хутчен тӳрлеткеленӗ, час-часах ассӑн сывлакаласа илнӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Марине кинемей, ҫаплах иртрӗ-шим пирӗн пурнӑҫ, тесе хуйхӑрса макӑрса та пӑхать тепӗр чух, стариккин шур ҫӳҫне е унӑн кӗреҫе сухалне йывӑҫ турапа якатнӑ хушӑра.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ӑнсӑртран, е староста ҫул кӑтартнипе, е тата вӑрмана турапа туранӑ пек ухтарса тухаҫҫӗ те тупма пултараҫҫӗ.Случайно, или староста наведёт на след, или просто прочешут лес.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Парикмахер, мӗн тума хушасса кӗтсе, Бауманӑн типтерлӗ сухалне турапа якатса илчӗ.Парикмахер в ожидании поводил гребенкой по окладистой баумановской бородке.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Арӑмӗ лашана апат парса кӗнӗ ҫӗре Го Цюань-хай турапа тихине тураса ларать.
XXIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫӳҫне яланах майлаштарса кастаратчӗ, ӑна кунсерен турапа якататчӗ.Его никогда нельзя было увидеть неподстриженным или непричёсанным.
«Эпӗ — халех» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Хӑй вӑл уссийӗсене шавах турапа тураса якатсах тӑрать.
«Усачсемпе» тӗлпулни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кайран каларӗ вара, старике мар иккен, вӑл турапа качакасене тураҫҫӗ.А потом сказала, что вовсе не старичка, а это они коз чешут.
Тура // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Хӑй тӳрех ман ҫине турапа хӑмсарчӗ.
Тура // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Кушака турапа кӑна турама пулать, терӗ.
Матвей Иванович кайрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.