Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупӑп (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илемлӗ чун-чӗреллӗ манӑн ҫӗнӗ юлташӑн тусӗсем, эпӗ сире пурсӑра та шыраса тупӑп.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑйпа никама та парӑнассӑм ҫук, парӑнас тенӗ ҫынна вара, кирлӗ пулсан, ҫӗр айӗнчен шыраса тупӑп, арӑмӗ умӗнчех ҫавӑтса кайӑп.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чӑн та, — ярса илет ку шухӑша Антон. — эпӗ вӗсене Шупашкарта шыраса тупӑп та ҫак сиплӗ шыва ӗҫтерӗп.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ӑҫта тупӑп ӗнтӗ эп сана, Оля?

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗнле калас, шырасан-шырасан тупӑп та-и ӑна, анчах хӑнӑхман-ҫке эпӗ хама хам тертлентерсе ӗҫлеме!..

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпӗ ӑна, тен, хӑҫан та пулсан тупӑп та…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

«Эпӗ хамах мӗнле те пулсан ҫул тупӑп, ҫынсем пулӑшни мана кирлӗ мар», — тесе шухӑшлани вара сиенлӗ те пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Ҫулне хамах тупӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Укҫа пур манӑн, — терӗ. — Укҫа пулсан пурӑнма пулать. Белокопытова курсан, калама сӑмах тупӑп».

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран ыйтас-тӑвас пулсан мӗскер те пулин шыраса тупӑп».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер тупа турӗ: «Енчен те ҫав хӗр чӗрӗ пулсан, пурпӗрех шыраса тупӑп, вара хуйхӑма унӑн юнӗпеле юхтарса ярӑп!»

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вун хӗлӗхлӗ кӗсле, юрӑм вӗҫне тӗпле, Илтсе тӑран халӑх, — сана пултӑр сывлӑх; Тепӗр юрӑ юрлӑп — ун чух тата итле: Юрлӑп хальхи ҫинчен — унта тупӑп ырлӑх.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗмӗр сакки сарлакине астуса Чӗкеҫ ҫинчен манма пулчӗ Еркиней, Емеленпе халӑхсемпе кар тӑрса Пур тӗнчешӗн тупӑп, терӗ вӑл, телей…

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Юрӗ, шыраса тупӑп

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шӑпа пурсен килӗп сан патна, санпа пӗр ҫӑва ҫинче канлӗх тупӑп, шӑпа пӳрмесен таҫта ҫичӗ ютра ҫӗрсе выртӗҫ манӑн шӑмӑсем…

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр-пӗр хулара кӗсле каласа укҫа тупӑп тесе ӗмӗтленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрре Чӑвашалла пӑрахса тухса кайӑп та ҫуралнӑ кӗтесӗме йӗрлесе тупӑп тенӗ.

К примеру, он давным-давно собирался покинуть чужие края и податься в чувашскую сторону — хотел отыскать место, где родился.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна эп тупӑп хам вилсен».

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ӑна вӑрҫмалӑх сӑмах тупӑп.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку пӑхӑр укҫана хыпаланнипе Укҫине ӳкернӗ, анчах ӑҫталла кусса кайнине курайман: урай шӑлнӑ чух тупӑп, тенӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех